Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Лаша пуласси тихаран паллă

о Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ

Лаша пуласси тихаран паллă

2006 çула пирĕн Президентăмăр Н.Федоров "Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ" тесе палăртрĕ. Çакă вара, ман шутпа, паянхи пурнăçра калама çук пысăк вырăн йышăнать. Мĕншĕн-ха? Ăс-хакăл çутлăхĕ шел пулин те, пирĕн самаях уксахлать-çке, унăн пĕлтерĕшне ăнланмиех пултăмăр пулмалла. Чăтма çук тасамарланса çитрĕмĕр-çке.

Анчах та кăçалхи çулталăка ятарласа ăс-хакăл çутлăхне халаллани ахальтен мар пулĕ. Ăна пурнăç ыйтать. Чăн малтанах çак тема тавра чунтан калаçса, унтан кулленхи пурнăçа ерипен кĕртсе пырсан кăна эпир чунпа "чĕрĕлĕпĕр". Этем çулĕпе мĕн чухлĕ кĕçĕнрех, ăна çавăн чухлĕ тỹрленмешкĕн, пĕр сăмахпа каласан, "сывалмашкăн" çăмăлрах, мĕншĕн тесен ачан ăс-тăнĕ çирĕпленсе çитмен-ха.

Манăн калас сăмахăм вара Вăрмарти "Колосок" ача-пăча сачĕ тавра пулĕ. Еплерех мелпе ĕçлесен çимĕçĕ тухăçлăрах пулĕ-ха? Кун пирки мана вырăнти ача-пăча сачĕн заведующийĕ Р.Лукина тĕплĕн каласа пачĕ.

Чăн та, кăçалхи çул вĕсемшĕн питĕ ăнăçлă çул пулма кирлĕ, мĕншĕн тесен çулталăк планне тĕрлĕ содержаниллĕ мероприяти кĕртнĕ, вĕсем пĕтĕмпех ăс-хакăл çутлăхĕпе çыхăннă.

Садик ĕçченĕсем Мăнçырмари Тихвински Тур Амăш чиркĕвĕн пачăшкипе - Леонид аттепе тачă çыхăну тытаççĕ. Леонид атте ачасене ырăпа усала уйăрма вĕрентет, тĕрлĕ литературăпа паллаштарать, мероприятисене (Раштаври вулав, Мăнкун) хутшăнать, çапла ачасене ăс-хакăл çутлăхĕн тĕнчине кĕме пулăшать. Ку вăл ырă пулăм. Акă Раççейри паллă академик Г.Волков кăна çапларах хаклать: "Чи малтанах пĕчĕк ачана çемье, шкул е ача сачĕ, чиркỹ, тăван çĕр-шыва юратма вĕрентеççĕ".

"Сывă ỹтре - сывă чун", - теççĕ кунта. Кашни ир тĕрлĕ ỹт-пỹ хусканăвĕсем тăвасси, уçă сывлăшра сывлав гимнастики ирттересси, тĕрĕс те вăхăтра апатланасси - куллен пулса пыракан ĕç. Кун çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Сăмахран, ачасен чирлесси чылай чакнă. Ырă, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса районта тата республикăра иртекен мероприятисене, конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Çавăн пекех пĕлес-курас туртăмĕ ан чактăр тесе тăрăшаççĕ кунта вăй хуракансем. Пĕтĕмпех ĕç вăйă йĕркипе е юмах витĕмĕпе пулса пырать. Кашни ытларикун ачасем видесалонра тĕрлĕ халăх юмахĕсемпе паллашаççĕ, кайран пĕтĕмлетỹсем тăваççĕ.

Тĕрлĕ экскурсине каяççĕ-и, вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пулаççĕ-и, çулсеренех палăк патне чечек хураççĕ-и, стена хаçачĕ кăлараççĕ-и, Арапуçĕнчи реабилитаци центрĕнчи ачасем валли теттесем тата ыттине пуçтараççĕ-и - пур ĕçе те ачасене явăçтараççĕ, яваплăха туйса ỹсчĕр, ăс-хакăл çутлăхне пуянлатчăр теççĕ.

Тĕрĕс-тĕкел çитĕнччĕр, ырă чунлă пулччăр, ватăсене хисеплеччĕр, çут çанталăка упраччăр, атте-аннене, тус-тантăша юратчăр тесе малалла та çаплах çанă тавăрса ĕçлеме вăй-хăват пултăр сирĕн, мĕншĕн тесен "лаша пуласси тихаран паллă" теççĕ чăвашсем.

И. АНТОНОВА,
обществăлла корреспондент.


22 апреля 2006
00:00
Поделиться