Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Малашлăх хамăр алăра

о Çул çитмен ача тата общество

Малашлăх хамăр алăра

Чылайăшĕ хальхи вăхăтра хăйсен инкекĕшĕн, ĕçĕ ăнманнишĕн, пурнăçра вырăн тупайманнишĕн хăйсемсĕр пуçне пурне те айăплама хатĕр. Анчах та сăлтавĕсене хамăртах шырамаллине ăнланса илеймеççĕ. Тăван халăхăмăр вуçех те пĕлмен пурнăçăн тỹнтер пулăмĕсем пирĕн хушăмăрта çирĕп тымар ячĕç тесен те йăнăш мар: ашшĕ-амăшĕ пăрахнă, килсĕр çỹрекен, тăванĕсемпе çывăх çыннисем патĕнче вырăн тупайман тăлăх ачасем, чĕрисенче "куккук" туйăмĕ вăраннă тата кăмăл-сипете эрехпе улăштарнă çитĕннисем. Çакна чарма тăрăшса мĕн тăватпăр-ха? Ял тăрăхĕнче асăннă çитменлĕхсене пĕтерес енĕпе еплерех ĕçлеççĕ?

Юлашки вăхăтра районти çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин ĕçлĕ ушкăнĕ тĕрлĕ ял тăрăхĕсене çитсе вырăнта тĕрĕслесси ырă йăлана кĕчĕ. Çак ĕçлĕ ушкăн, вĕсен шутĕнче: район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ, вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов, райадминистрацин социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Г.Петрова, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси секретарĕ И.Дмитриева тата ытти яваплă çынсем Энĕшпуç ял тăрăхне çитсе курчĕç.

Вĕсем ялти Культура çурчĕ мĕнле йĕркепе ĕçленипе, ял тăрăхĕнче çул çитменнисем обществăлла право йĕркине ан пăсчăр тата вĕсем пушă вăхăтне усăллă ирттерччĕр тесе еплерех мероприятисем туса ирттернипе интересленчĕç. Çавăнпа пĕрлех лару-тăру енчен япăх çемьесенче пулчĕç, ачасем мĕнлерех условисенче пурăннине хăйсен куçĕсемпе курчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов комисси членĕсене пĕлтĕрхи çул итогĕсемпе тата çитес вăхăтра халăхпа ĕçлес, граждансен тĕрлĕ ыйтăвĕсене татса парас, çул çитмен ачасем хушшинче ирттерекен ĕç планĕсемпе паллаштарчĕ. Каласа хăвармалла, Энĕшпуç тăрăхĕнче йывăр шăпаллă çемьесене шута илсе вĕсемпе ĕçлеме ял депутачĕсене çирĕплетсе хăварнă. Канмалли кунсенче Культура çурчĕ çамрăксемшĕн меллĕ вăхăтра ĕçлет, ялта ирĕклĕ халăх дружинин дежурствине йĕркеленĕ. Унсăр пуçне, çамрăк пуçтах ачасене шута илсе, вĕсене çийĕнчех тĕрĕслесе тăнинче уссийĕ пуррине ăнланса илнĕ.

- Ачасем пирĕн пуласлăх, вĕсем малашне мĕнле çынсем пуласси пĕтĕмпех пирĕнтен килет. Çав ачасемех ỹссе çитĕнсен, ялтах пурăнма юлаççĕ пулсан, мĕнлерех лару-тăру пулма пултарнине пурте ăнланатпăр. Çавăнпа эпир ĕçленинчен, туса ирттерекен профилактика ĕçĕсенчен нумай килет, - терĕ Олег Анатольевич.

Малалла комисси членĕсем Энĕшпуçĕнчи вăтам шкула çул тытрĕç. Шкулта - çавра сĕтел хушшинче - çивĕч калаçу пулса иртрĕ. Çул çитмен ачасемпе еплерех ĕçленĕ тата малашнехи ĕçсем пирки шкулти класс ертỹçисем З.Дмитриева, Л.Афанасьева, В.Крикова каласа пачĕç. Ачапа сиксе тухакан кашни пăтăрмахах ашшĕ-амăшĕн шкул коллективĕпе, ял тăрăхĕн администрацийĕпе таччăн çыхăнса ĕçлемеллине, воспитани çемьерен килнине, ачасем 18 çул тултариччен ашшĕ-амăшĕ яваплă пулнине манма кирлĕ маррине палăртса хăварчĕç шкул ĕçченĕсем. Вĕренекенсем ăс-хакăл, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ çитĕнччĕр тесе тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ Энĕшпуçсем. Унсăр пуçне ачасем валли тĕрлĕ кружок та сахал мар ĕçлет.

Юлашкинчен ĕçе пĕтĕмлетсе комисси членĕсем "Малашлăх хамăр алăра" ятпа аслă классенче вĕренекенсемпе калаçу ирттерчĕç.

П. АЛЕКСЕЕВ.



22 апреля 2006
00:00
Поделиться