Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Наци проекчĕсене - пурнăçа

о Министерство кунĕ

Наци проекчĕсене - пурнăçа

Районта иртнĕ Министерство кунĕнче ЧР Президент Администрацийĕн Управленийĕн организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ А.Краснов, Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн представителĕ А.Черников, район пуçлăхĕ В.Кириллов, унăн заместителĕсем - Г.Петрова, Ю.Соколов, О.Васильев тата ытти официаллă çынсем хутшăннă. Г.Петрова ертсе пыракан ушкăн Шăхаль, Мăнçырма ял тăрăхĕсене çитсе курнă, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашнă.

Ĕçлĕ çул çỹрев чи малтанах Шăхаль ял тăрăхĕнчен пуçланчĕ. Унăн пуçлăхĕ И.Семенова наци проекчĕсем мĕнле пурнăçланса пыни çинче чарăнса тăчĕ. Ирина Алексеевна каланă тăрăх, кăçал "Агропромышленность комплексне аталантарасси" наци проектне пурнăçа кĕртессипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Çавна май килти уйрăм хуçалăха аталантарас тесе 2 çын 300-шер пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Тепĕр 4 çын вара документсем хатĕрлеççĕ.

Мăнçырма ял тăрăхĕнче те ку енĕпе ĕçсем тапраннă. Кредит илес текенсем 20 çынна яхăн, вĕсенчен 10-шĕ документсем хатĕрлесе çитернĕпе пĕрех.

Икĕ ял тăрăхĕсенче те çитес вăхăтра таврана тирпей-илем, хăтлăх кĕртес тĕллевпе йывăçсем лартса хăварма палăртнă. ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн "Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ" Указпа та тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Шăхаль тата Мăнçырма ял тăрăхĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнса пырассипе лару-тăру еплереххипе те интересленчĕç Министерство кунне килнĕ представительсем. Ĕçлĕ калаçура ял тăрăхĕсен администрацийĕсем пушар машинисене юсавлă тытас, ял тăрăхĕсен çурчĕсенче юсав ĕçĕсем пурнăçлас, территорисене тирпей-илем, хăтлăх кĕртес, халăхран сĕт ытларах пухас тата ытти ыйтусене те хускатрĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Г.Петрова ял-хула тăрăхĕсен пуçлăхĕсен наци проекчĕсемпе активлăрах ĕçлемеллине, территорисене тирпей-илем кĕртме пысăк укçа-тенкĕ тăкакламасăрах хăйсен вăйĕпе ĕçлемеллине, Аслă Çĕнтерỹ 61 çул тултарнă ятпа йывăçсем нумайрах лартса хăвармаллине палăртрĕ.

Районти пушар надзорĕн пуçлăхĕ В.Хованский пушар хăрушсăрлăхне çирĕп тытса пымаллине каларĕ.

З. ПАВЛОВА.



22 апреля 2006
00:00
Поделиться