Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурте пултарулăхран пуçланать

о Ялсен социаллă аталанăвĕ

Пурте пултарулăхран пуçланать

Раççей тĕнчери экономикăна кĕрсе пынă, рынок институчĕсем аталаннă, экономика тата политика конкуренцийĕ вăйланнă май ертсе пымалли пĕтĕм тытăм тĕпрен улшăнчĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх вăй илсе аталанма пуçларĕ. Ку енĕпе эпир те çине тăрсах ĕçлеме тытăнтăмăр. Вырăнти влаç тивĕçĕ - хресченсене тĕрев парасси. Ялта пурăнакансене патшалăх енчен те тивĕçлĕ пулăшу пама пуçларĕç. Ку, паллах, питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Арапуç ял тăрăхĕн территоринче вырнаçнă "Арабоси" агрофирма темле йывăр самантра та тĕрлĕ майсем тупса аталану хыççăн аталану турĕ. Иртнĕ çулта кĕске вăхăт хушшинчех ĕне сумалли пысăк комплекс хута кайрĕ. Кун пекки республикипе илсен те сахал. Хуçалăха хăйĕн ĕçне пĕлсе йĕркелеме пултаракан Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Тимофеев 11 çул ертсе пырать. Вăл тăрăшнипех ĕнтĕ ял халăхĕ ĕçсĕр çỹремест. Пирĕн территоринче 790 хуçалăх, пурĕ 2100 çын пурăнать, çав шутран Арапуçĕнче - 1550, Çĕнĕ Кавалта 550 çын. Вĕсен пурнăçĕ хуçалăх производстви еплерех аталанса пынинчен те килет. Ял тăрăхĕн кил-çуртĕнче газ 1989 çултанпах çунать, шыв киле кĕртесси те япăхах пымасть. Чылайăшĕ хăйсен вăйĕпех хăтлă пурнăçшăн çине тăрса килĕсене шыв кĕртнĕ. Шыв кĕртессине пур киле те çитерес тĕллевпе ĕçе тытăннă, проектсем тума пуçланă. Арапуç ялĕнче ваттисен çурчĕ, реабилитаци центрĕ, музей вырнаçнă. Çавăн пекех ялти вăтам шкул та ăнăçлă ĕçлесе пырать. Малтанхи çулсенче больница та пирĕн енчи халăх сывлăхĕшĕн тăрăшнă. Халĕ пĕтĕмĕшле практика врачĕ çеç юлчĕ. Ку вăл пурнăçăн пăтăрмахĕсенчен те килет пулĕ. Туберкулез чирĕнчен сывалмалли 15 койка вырăн пур. Кĕскен каласан, ял халăхĕ валли ĕç вырăнĕсем чылай. Пирĕн территоринче хыт-хура ỹсекен усăсăр выртакан çĕр пачах та çук. Мĕншĕн тесен хуçалăх пур енĕпе те районта малта пыракансенчен пĕри. Ку вара пирĕн ĕçе те çăмăллатать. Чăваш Республикин Президенчĕ палăртнă аталану программисене пурнăçа кĕртме пулăшсах пырать. Халăх пурнăçĕ ăнăçулăхпа пултарулăхран пуçланать.

Ю. ИВАНОВ,
Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.


22 апреля 2006
00:00
Поделиться