Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕç укçине - вăхăтра

о Район прокуратуринче

Ĕç укçине - вăхăтра

Çын çĕр çинче ĕçлесе, уншăн укçа илсе тăранса, тăхăнса пурăнать. Юлашки вăхăтра ĕçлекен çынна вăхăтра, çителĕклĕ ĕç укçи тỹлеменни вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Кун пеккисем пирĕн районта та сахалах мар. Çавăнпа та ĕçлекен çынна саккуна пăсса ĕç укçи вăхăтра тата мĕн чухлĕ тỹленипе район прокуратури интересленсех тăрать. Иртнĕ кунсенче ĕç укçине вăхăтра тỹлемен тата ĕç укçин пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен сахалтарах тỹленĕ районти предприятисемпе организацисен, предпринимательсен, фермер (хресчен) хуçалăхĕсен пуçлăхĕсемпе бухгалтерĕсене, çынна ĕçлеттерекен ытти "хуçасене" район прокурорĕ çумĕнчи ĕçлĕ ушкăн ларăвне пуçтарчĕç. Унта район прокурорĕ С.Павлов ĕç тата налук саккунĕсене пăхăнса ĕçлемелли пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ, хăшĕ-пĕрисене хытах асăрхаттарчĕ. Çавăн пекех ларура район бюджетне налук тỹлесси еплерех пынипе А.Потанина паллаштарчĕ.

Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ Г.Усков пенси страхованине йĕркеллĕ укçа куçарса пымаллине аса илтерчĕ. Çын мĕн чухлĕ ĕçлесе илнĕ, çавна шута илсе, тупăшне кура налук тытмалла. Çавăнпа та ĕç укçине тĕрĕссипе çырса палăртмалла.

"Район бюджетне укçа пырса кĕни районăн социаллă аталанăвне те пулăшать. Ку вара халăх пурăнакан вырăнта условисем туса пама та май парать", - терĕ район пуçлăхĕн заместителĕ - районти финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев.

"Пурнăç икĕ енлĕ те палăрать. Тупăша пытарса пурăнсан, кайран ỹкĕнмелле ан пултăр. Саккуна темле йывăр пулсан та пурпĕрех пурнăçламалла", - терĕ юлашкинчен пурне те асăрхаттарса район прокурорĕ С.Павлов.

А. НИКОЛАЕВА.



26 апреля 2006
00:00
Поделиться