Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăхпа - куçа-куçăн

о Вырăнти хăй тытăмлăх

Халăхпа - куçа-куçăн

Район пуçлăхĕпе унăн заместителĕсем, райадминистрацин пайĕсен пуçлăхĕсем, специалисчĕсем кашни ял тăрăхне çитсе граждансемпе тĕл пулчĕç, вĕсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, çивĕч ыйтăвĕсене татса пама пулчĕç. Ку хутĕнче вара çавăн пек тĕл пулу районти Культурăпа кану центрĕнче иртрĕ. Унта район пуçлăхĕ В.Кириллов, Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев хутшăнчĕç.

Вăрмар поселокĕнче пурăнакансем çак тĕл пулăва тахçантанпах кĕтнĕ тейĕн. Çавăнпах пулĕ халăхĕ те самаях пухăннă. Ара, калаçмалли, ыйтса пĕлмелли, пулăшу ыйтмалли сахал-и кулленхи пурнăçра. Çавра сĕтел евĕр иртнĕ тĕл пулура пурне те кăсăклантаракан ыйтусене пăхса тухрĕç.

Кĕçех ял хуçалăх çыравĕ иртмелле. Ăна ирттерме районта мĕнле хатĕрленнĕ-ха? Çакăн çинчен пухăннисене çырава хатĕрленсе ирттерме йĕркеленĕ районти комиссин экономисчĕ В.Дмитриева ăнлантарса пачĕ.

Çĕр-шывăн кăнтăр районĕсенче кайăк грипĕ сарăлма пуçлани пурне те пăшăрхантарать. Пирĕн пата çитмĕ-и вăл? Ку чиртен мĕнле сыхланса юлма пулать?

Кун пирки патшалăхăн районти тĕп ветеринари инспекторĕ Л.Щукина тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

Чирпе кĕрешме вакцина туянма район администрацийĕ те укçа-тенкĕ самаях уйăрнă. Вакцина туяннă та ĕнтĕ. Вăрмар поселокĕнче килте усракан кайăк-кĕшĕксене вакцинаци тума пуçланă. Ку ĕçе Вăрмар хула тăрăхĕн депутачĕсене те активлă явăçтараççĕ.

Нумай хваттерлĕ çуртсене хутса ăшăтнăшăн, шывпа тивĕçтернĕшĕн, çỹп-çапа тиесе кайнăшăн тỹлемелли тарифсен хакĕсем пирки хĕрỹ калаçу пулчĕ. Хăшĕсен çурт çивиттийĕсем çумăр яраççĕ е виççĕмĕш хута шыв çителĕксĕр пырса тăрать, çамрăксене ĕçпе тивĕçтересси, хваттерсемпе подъездсене юсамалли çинчен тата ытти кăлтăксем çинчен те асăнчĕç.

Çак тата ытти нумай ыйтусем çине "Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕ" муниципаллă учреждени директорĕ В.Иванов тулли хуравсем пама тăрăшрĕ. Вăл çакна палăртрĕ: умра тăракан тĕллевсене пурнăçлама, поселокра пурăнакансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Çав вăхăтрах нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан 132 çын 1 миллион та 143 пин тенкĕ парăмра. Вĕсенчен чылайăшĕнчен укçана судпа та шыраса илнĕ. Апла пулин те парăм ỹссех пырать. Хваттер укçине вăхăтра тỹлесе пырсан, юсав ĕçĕсене пурнăçлама тата поселока тирпей-илем кĕртме те майсем ытларах пулмалла. Патшалăх çуртĕнче пурăнакан кашни çыннăн хăйĕн тивĕçне манмалла мар.

Социаллă хỹтлĕх управленийĕн начальникĕ В.Иванов Пенси реформи пурнăçа мĕнле кĕрсе пыни çинчен каласа пачĕ.

Тĕл пулăва пĕтĕмлетнĕ май, район пуçлăхĕ В.Кириллов Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 61 çул çывхарса килнĕ май поселока тирпей-илем кĕртме кашниех хутшăнмалли, йывăçсем ытларах лартса хăвармалли тата ытти ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

А. ХОВАНСКИЙ.



26 апреля 2006
00:00
Поделиться