Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Литература фестивалĕ

Литература фестивалĕ

Йăлана кĕнĕ тăрăх Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерстви "Çеçпĕл кăвайчĕсем" литература фестивалĕ ирттерет. Кăçал унăн пуçламăш тапхăрне Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта ирттерчĕç. Унта шкулсенчи 2-11 классенче вĕренекен вуншар-вуншар ача хутшăнчĕ. Хăйĕн пултарулăхĕпе вĕсем 4 номинацире паллаштарчĕç. "Çеçпĕл сăввисем" номинацие аслă ушкăнри ачасем хутшăнчĕç. "Хурçă шанчăк" сăвва витĕмлĕ вуласа пĕрремĕш вырăна И.Цыфаркина (пĕрремĕш вăтам шкул), иккĕмĕшне Т.Степанова, (Аслă Чак), В.Иванов (Чупай), виççĕмĕшне С.Черновская (Чулкас) тата Т.Вавилова тухрĕç. Çакна та каласа хăвармалла - Таня Вавилова (Чупай) поэтăн "Çĕнĕ Кун аки" сăввине чăвашла та, украинла та вуласа пачĕ. Чăваш поэчĕсен сăввисене вулама 2-6 классенче те вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Вĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Аслă Чакри С.Кириллов, И.Шмелева (пĕрремĕш вăтам шкул) тивĕçрĕç.

Хăйсем çырнă сăввисемпе 20 ача паллаштарчĕ. Н.Никольские халалланă сăвăпа жюри членĕсене пĕрремĕш вăтам шкулти О.Константинова тыткăнларĕ, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Сăвă çыракансем йышлă пулни савăнтарать, çавăнпа та малти вырăнсене тухнисен ячĕсене асăнсах хăвармалла. Вĕсем А.Алексеева (Шăхаль), А.Казаков (Кивĕ Вăрмар), Л.Егорова (Аслă Чак), К.Васильева (Мăнçырма).

Тăваттăмĕш номинацире чăваш юррисене юратакансем тупăшрĕç. "Уй варринче лаштра юман" юрăпа пурне те Чулкас шкулĕнче вĕренекен Д.Максимов тыткăнларĕ. Çавăн пекех Энĕшпуçĕнчи хĕрсен квартетне, Шăхалĕнчи О.Яндутовăна уйрăмах ырă сăмахсемпе асăнмалла.

Юлашкинчен жюри председателĕ Н.Иванов композитор-сăвăç пур çамрăка та пултарулăх ĕçĕнче çитĕнỹсем тума сунчĕ. Çĕнтерỹçĕсем июнь уйăхĕнче Канаш районĕнчи Çеçпĕлте иртекен "Çеçпĕл кăвайчĕсем-2006" конкурсăн финалне хутшăнĕç.

В. ВИКТОРОВА,
вĕрентỹ пайĕпе çамрăксен
политикин пайĕн методисчĕ.



26 апреля 2006
00:00
Поделиться