Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕри тепринпе çыхăннă

о Ял хуçалăхĕ

Пĕри тепринпе çыхăннă

"Агропромышленность комплексне аталантарасси" наци проектне пурнăçа кĕртес енĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ хăйĕн йышăнăвĕпе ĕçле ушкăн çирĕплетнĕ, ятарлă тĕллевсем палăртнă. Тĕслĕхрен 2008 çул тĕлне, 2006 çулпа танлаштарсан, пĕтĕм хуçалăхсенче 3435 тонна аш-какай, 11349 тонна сĕт туса илмелле, е вăл аш-какай туса илессине 7,5 процент, сĕте - 4,7 процент таран ỹстермеллине пĕлтерет.

Наци проектне пурнăçласа кăçалхи çул пĕрремĕш кварталта пĕтĕм хуçалăхсенче 633 тонна аш-какай, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче 138 тонна туса илнĕ. 2146 тонна сĕт, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче - 464 тонна.

Район администрацийĕ ял тăрăхĕсемпе, хуçалăхсемпе пĕрле ĕçлесе пырса, наци проекчĕн тĕллевĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе, халăхран сĕт пухассипе те сахал мар ĕçсем туса ирттерчĕç. Районта пурĕ кăçал пĕрремĕш кварталта 250 тонна сĕт халăхран пухма тĕллев лартнă пулсан 408,6 тонна пухнă, е тĕллеве 163,4 процент пурнăçланă. Сĕт пухнин кăтартăвĕнчен 60 процентне районти райпо пĕрлешĕвĕ пухнă. Ку район бюджетне палăрмаллах пулăшнă.

Кăçалхи I кварталта ял тăрăхĕсем сĕт пухассипе мĕнлерех ĕçлесе пынă-ха?

Кăçалхи çул иккĕмĕш кварталта халăхран сĕт пухассипе татах та ытларах тăрăшса ĕçлеме тивет. Хамăр районти предпринимательсем, уйрăм çынсем, райпо пĕрлешĕвĕ урлă сĕте патшалăха сутсан, çавăн чухне район бюджечĕ пуянланĕ. Апла пулсан çак укçа-тенкĕ халăх патне тĕрлĕ социаллă пулăшусем урлă каялла таврăнĕ. Ку вăл район тĕрекĕ кăна мар, халăх пурнăçĕ те лайăхланса пынине пĕлтерет.

Н. ВАСИЛЬЕВ,
ял хуçалăх тата экологи
пайĕн тĕп специалисчĕ.


26 апреля 2006
00:00
Поделиться