Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Район депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври Пухăвĕн çиччĕмĕш ларăвне район пуçлăхĕ В.Кириллов, депутатсем, район администрацийĕн пайĕсен начальникĕсемпе секторсен заведующийĕсем, республика тата федераллă службăсен руководителĕсем хутшăннă.

Район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Г.Тимофеев ларăва уçса депутатсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Райадминистрацин юридици службин сектор заведующийĕ Н.Павлов район Уставне улшăнусем кĕртесси пирки чарăнса тăчĕ.

Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси еплерех пынипе райадминистрацин пай пуçлăхĕ Н.Яковлев паллаштарчĕ. Район пуçлăхĕн заместителĕ, вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пай начальникĕ Ю.Соколов районти çамрăксен пурнăçне лайăхлатас, вĕсен пушă вăхăтне усăллă ирттерес тата çамрăксене тĕрĕс воспитани парас енĕпе ĕçлемелли пирки каларĕ. Районта ку енĕпе ятарлă программăсем еплерех ĕçлесе пынине палăртрĕ. Райадминистрацин социаллă аталану пайĕн культура енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Ю.Максимов "Вăрмар район культури: 2006-2010 çулсенче" ятарлă программăпа паллаштарчĕ.

2006 çулта çĕршĕн аренда укçи тỹлемелли базăллă ставка пирки район администрацийĕн экономика тата муниципаллă пурлăх управленийĕн тĕп специалисчĕ А.Кузьмин чарăнса тăчĕ.

Кăçалхи I кварталта район бюджечĕ мĕнлерех пурнăçланса пынипе район пуçлăхĕн заместителĕ - финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев паллаштарчĕ.

Пысăк Енккассипе Арапуç участок больницисенчи кăнтăрла выртса сывалмалли койка-вырăнсем пирки район больницин тĕп врачĕн заместителĕ Н.Васильева тухса калаçрĕ. Л.Яковлева депутат (Пысăк Енккасси округĕ) Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнчи суйлавçăсем ыйтнипе больницăри койка-вырăнсене сыхласа хăварма ыйтрĕ.

Депутатсем тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухса тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.

Юлашкинчен район пуçлăхĕ В.Кириллов I кварталти ĕçсем пирки чарăнса тăрса малашлăх плансемпе паллаштарчĕ.

А. НИКОЛАЕВА.



26 апреля 2006
00:00
Поделиться