Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Район хаçачĕн призĕшĕн

о Сывă пурнăç йĕркишĕн

Район хаçачĕн призĕшĕн

Районти "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа кăçалхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче 75 çул çитет. Хаçат редакцийĕ юбилее хатĕрленнĕ май, тĕрлĕ мероприятисем ирттерме палăртнă. Вĕсенчен пĕри - шашка турнирĕ. Халиччен кун пек турнир йĕркелеменччĕ-ха. Кăçал вăл пуçласа пулчĕ. Ăмăртăва Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Куславкка хулисемпе Шупашкар, Патăрьел, Тăвай тата хамăр район спортсменĕсем - спорт мастерĕн кандидачĕсемпе пĕрремĕшпе иккĕмĕш разрядлă спортсменсем 16 çын хутшăнчĕç.

Ăмăртăва хутшăннисене районти "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн тĕп редакторĕ П.Алексеев саламларĕ.

Республика категориллĕ судья, СССР спорт мастерĕ Н.Дмитриев (Кавал) ăмăрту йĕркипе паллаштарчĕ.

Акă, спортсменсем сĕтел хушшине вырнаçса ларчĕç. Çивĕч кĕрешỹре нихăшĕ те парăнасшăн мар. Вăйли çĕнтеретех çав. Чи пултаруллă 6 шашист финала тухрĕç. Кунта вара чăн-чăн тупăшу пуçланчĕ.

Вăйли вара хамăр ентеш, Патăрьелĕнчи казначейство уйрăмĕн пуçлăхĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ Н.Федоров (Кивĕ Вăрмар) пулчĕ, 5 очко пухма май пур çĕртен 3,5 очко пухса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене спорт мастерĕн кандидачĕсем - Г.Мочаловпа (Тăвай районĕ), М.Егоров (Куславкка хули) тухрĕç.

Ăмăрту çĕнтерỹçисене укçа парса хавхалантарчĕç, район хаçачĕн историйĕ çинчен çырнă кĕнеке парнелерĕç.

Кăçалхи çула ЧР Президенчĕ Н.Федоров ыркăмăллăх çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Çавна май ăмăрту ирттерме райпора ĕçлекен В.Ефимов спонсор пулса пулăшрĕ.

А. ИЛЬИН.



26 апреля 2006
00:00
Поделиться