Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Яваплăха туйса

о Партисемпе юхăмсем

Яваплăха туйса

Паянхи куна пирĕн çĕр-шывра чи витĕмлĕ те пысăк партисенчен пĕри - "Пĕрлĕхлĕ Раççей". Хăйĕн ретĕнче ĕç çыннинчен пуçласа тĕрлĕ шайри депутатсемпе министрсем таранах пĕрлештерсе тăрать. Ячĕ-сумĕ те çулсеренех ỹссе пырать. Иртнĕ эрнере Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн X конференцийĕ иртрĕ.

Конференци ĕçне хутшăннисене Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров саламларĕ. Вăл обществăра çакăн евĕр парти ăнсăртран çуралманни, Раççей халăхĕшĕн пурнăç пĕлтерĕшлĕ политика йĕркелеме пултарни, единороссем пурне те пĕтĕçтерме пултаракан вăй пулни çинчен каларĕ. "Парти çынсене хумхантаракан ыйтусене татса парас тесен уçă тата ансат пулмалла. Çынсем партишĕн мар, парти обществăшăн ĕçлемелле", - терĕ Николай Васильевич.

Политканаш секретарĕ В.Краснов кĕскен партин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ тата çитес вăхăтра пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕ.

Пуху ĕçне Раççей Патшалăх Думин халăхсен хушшинчи ĕçĕсен комитечĕн председателĕ, Пĕтĕм Раççейри "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Тĕп Канашĕн президиум членĕ К.Косачев хутшăнчĕ. Унăн шухăшĕпе партин пĕр тĕллев пулмалла: "яваплăха туйса халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн ĕçлесси".

Единороссем Раççей Президенчĕ В.Путин тытса пыракан политикăна ырлаççĕ. Апла пулсан партин Чăваш Енри уйрăмĕн тĕллевĕ те Республика Президенчĕ Н.Федоров тытса пыракан тĕп тĕллевпе - çынсен пурнăçне лайăхлатассипе - пĕр килет. Çапла пултăрччĕ те.

П. АЛЕКСЕЕВ.



26 апреля 2006
00:00
Поделиться