Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕç çынна илем кỹрет

о Династи

Ĕç çынна илем кỹрет

Ĕç - пурнăç тыткăчи. Пурнăç мĕнле йĕрпе иртесси çыннăн кăмăлĕнчен, ăс-хакăлĕнчен, чун-чĕрене юратса суйласа илнĕ профессинчен килет пулĕ.

Ĕç династийĕ пирки сăмах тапратнă май Мăнçырмара пурăнакан Николаевсен çемйи çинчен çырса кăтартас килет. 7 ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине çирĕп тăма пулăшнă вĕсене ашшĕпе амăшĕ - Даниил Николаевичпа Фекла Ивановна. Иккĕшĕ те çамрăклах тăлăха юлнăскерсем, пурнăç тути-масине çителĕклех астивнĕ. Пурнăç йывăрлăхĕ, çитменлĕх ĕмĕтленнĕ шухăша пурнăçа кĕртме май паман. Фекла Ивановна, вĕрентекен пулас кăмăллăскер, Мăнçырмаран Кавал шкулне çỹренĕ. Малалла вĕренме май тупайман: укçа та, тăхăнмалли те çук. Ирĕксĕрех вĕренме пăрахса çĕр ĕçĕпе тăрăшма тивнĕ. Амăшĕн вĕренес туртăмĕ, ашшĕ-амăшĕн ĕçченлĕхĕ ачисем çине куçнă: Николаевсен 7 ачи çинчен те ырă сăмахсем çеç илтме пулать: пиллĕкĕшĕ аслă пĕлỹ, иккĕшĕ ятарлă вăтам пĕлỹ илсе юратнă ĕçре вăй хураççĕ. Хăйсен ачисене те вĕрентсе кăларма, ĕçре телей тупма хистенĕ.

Вĕрентекен ĕçне суйласа илесси амăшĕнчен Фекла Ивановнăран юнпа куçнă пулĕ ачисене, мĕншĕн тесен пиллĕкĕшĕ - вĕрентекенсем. Тĕрлĕ çĕрте, тĕрлĕ вырăнта ĕçлеççĕ вĕсем, тивĕçлĕ канăва тухнисем те пур.

Николаевсен чи асли - Сергей Данилович. Хусанти химипе технологи институтне вĕренме кĕме Шăхальти вăтам шкулта ăс пухнă. Институтра вĕреннĕшĕн паракан стипенди укçи çисе пурăнмалăх та, çи-пуç илсе тăхăнмалăх та, кăштах ашшĕ-амăшне пулăшма та çитнĕ.

Химипе технологи институтне ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Дзержинск (Горький облаçĕ) хулине яраççĕ. Инженер пулса ĕçлени çителĕксĕр пулнине туйса илет Сергей Данилович - Мускава аспирантурăна вĕренме каять. 3 çул сисĕнмесĕр иртсе каять. Аспирантура хыççăн тăван тăрăха - Çĕнĕ Шупашкара килет, "Химпром" пĕрлешỹре цех, унтан завод лабораторийĕн пуçлăхĕнче ĕçлет. Педагог ĕçĕ темшĕн çывăхрах туйăннă Сергей Даниловича. Çĕнĕ Шупашкарта политехника институчĕн филиалĕ уçăлсан, студентсене хими вĕрентме пуçлать, кайран ку вĕренỹ заведенийĕ Мускаври патшалăх уçă университечĕн Шупашкарти филиалĕ пулса тăрать. Аслă преподаватель, ректор çумĕ, доцент - пур çĕрте те чунне парса ĕçлет Николаевсен аслă ывăлĕ. 126 ĕçĕн авторĕ вăл, 76-шĕ вĕсенчен РФ патентне тивĕçнĕ. Хисеплĕ ятсен шучĕ те çук: "Ĕçри пуçарулăхшăн", "Ĕçре палăрнăшăн", "Ĕç ветеранĕ" медальсем, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ изобретателĕ, "СССР изобретателĕ" знак, тĕрлĕрен грамотăсемпе дипломсем.

Хальхи вăхăтра Сергей Данилович Мускав потребкооперацийĕн Шупашкарти кооператив институтĕнче проректорăн вĕрентỹпе наука енĕпе ĕçлекен заместителĕнче ĕçлет. Хими наукисен кандидачĕ. Пурĕ ĕç стажĕ - 33 çул.

Кăçал Сергей Данилович 70 çул тултарать, анчах та никам та ăна 50 çултан мала памасть. Сывă пурнăç йĕркине тытса пурăнни сăн-сăпатне те, вăй-халне те упраса хăварма май панă ăна.

Даниловсен ывăлĕпе хĕрĕ те ашшĕ çулĕпе кайнă. Мускаври химипе технологи институтне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн унтах ĕçлеççĕ.

Хĕрĕсенчен чи асли - Екатерина Даниловна, 1938 çулта çуралнă. 7 класс пĕтернĕ хыççăн вăрман каснă çĕрте, чукун çул çинче ĕçлесе пурăннă. Пĕлỹ çителĕксĕр пулнине туйса каçхи вăтам шкул пĕтерни çинчен алла аттестат илнĕ. Аттестат малалла вĕренме кайма çул уçнă - Шупашкарти педагогика институтне химипе биологи факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ, çав вăхăтрах Çĕнĕ Шупашкарта "Химпром" пĕрлешỹре ĕçленĕ. Хулан шавлă пурнăçне активлă хутшăнаканскере, Екатерина Даниловнăна темиçе хутчен те хула Совечĕн депутатне суйланă. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Канăва тухнă хыççăн та юратнă ĕçрен часах пăрахса кайман вăл, йышсăр, коллективсăр пурăнма пултарайман.

Антонина Даниловна вăрçă пуçланнă çул çуралнă. 3 ачапа тăрса юлнă амăшĕ ачасен ашшĕ вăрçа тухса кайсан ачисене сывă та тĕреклĕ ỹстерес тесе ĕне те тытнă, лаша кỹлсе тырăлла е çăнăхла ял çыннисене те, кỹршĕ ялсенче те суха туса панă, йывăр ĕçре çăмăллăх кỹме тăрăшнă.

Антонина Даниловна Вăрнарти совхоз-техникума вĕренсе пĕтернĕ, нумай çул тăван хуçалăхра тĕп ветеринари врачĕ пулса ĕçленĕ. Ача-пăчаллă пулсан та вĕренес туртăм пулнă унăн: куçăмсăр майпа Хусанти ветеринари институтне вĕренме кĕнĕ, анчах пурнăç условийĕсем ку ĕмĕте пурнăçлама май паман. 5 ача çитĕнтернĕ вĕсем Виталий Гавриловичпа. Асли Юрий, 13 çул хушши тăван шкулта малтан вожатăй, кайран çар ĕçĕн никĕсне вĕрентекен пулса ĕçленĕ, халĕ Мускавра ĕçлесе пурăнать. Мускав уçă университечĕн Шупашкарти институтĕнчен вĕренсе тухнă. Мăшăрĕ, Эльвира Леониловна Хусанти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Мăнçырма шкулĕнче биологипе технологи предмечĕсене ертсе пырать. Шкулти ĕç стажĕ - 14 çул.

Тепĕр ывăлĕ, Сергей Витальевич, Шупашкарти педагогика институчĕн физкультура факультетне пĕтернĕ. Малтанхи çулсенче Мăнçырма шкулĕнче аслă вожатăй, велоспорт шкулĕнче тренер-преподаватель пулса ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра - Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ. 14 çул ĕçлет Сергей Витальевич ачасене спорт енĕпе пĕлỹ парас ĕçре. Мăшăрĕ, Ирина Анатольевна, Çĕмĕрлери педагогика училищин дипломне алла илнĕ хыççăн тăван района таврăннă, пĕрремĕш номерлĕ ача-пăча садĕнче 7 çул ĕçлет, çав вăхăтрах Шупашкарти педагогика университечĕн шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлеме хатĕрлекен факультетра ăс пухать.

Альберт Витальевич Мускав уçă университечĕн Шупашкарти институтне вĕренсе пĕтернĕ, ялти шкулта директорăн хуçалăх енĕпе ĕçлекен заместителĕнче вăй хурать.

Мăшăрĕ, Анжелика Олеговна та çав институтрах вĕренсе алла диплом илнĕ, шкулта малтан вожатăйра, халĕ библиотекăра ĕçлет, ачасенче артист ăсталăхне аталантарас енĕпе тăрăшать. Анжелика Олеговнăн педагогика ĕçĕн стажĕ - 6 çул.

Архиповсен хĕрĕсем - Аленăна Татьяна. Алена Витальевна Шупашкарти педагогика училищине пĕтернĕ хыççăн Шăхальти ача-пăча садĕнче воспитательницăра, унтан Шупашкарта 5 çул ĕçленĕ. Халь Мускавра ĕçлесе пурăнать.

Татьяна Витальевна, аслă пиччĕшĕсене кура, Мускав патшалăх уçă университечĕн Шупашкарти институтне пĕтернĕ. Диплом илнĕренпе Мускавра ĕçлесе пурăнать.

Николаевсен 4-мĕш ачи - Зоя Даниловна. 41 çул ĕçлет вăл хăй çамрăклах суйласа илнĕ ĕçре, 41 шăнкăравран шăнкăрава итлесе куна ирттерет, 41 çул юратнă ĕçре савăнăç тупать. Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче вĕренсе вырăс тата чăваш уйрăмне пĕтерни çинчен диплом илсен вĕрентỹ ĕçне путать Зоя Даниловна. Тăрăшни харама каймасть. Район, республика панă Хисеп грамотисем, РСФСР Вĕрентỹ министерствин Хисеп грамоти, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ, музейсен смотр-конкурс лауреачĕ - пурте вĕсем çын ĕçне шута хунине кăтартаççĕ. Çулсем иртнине пăхмасăрах обществăлла ĕçе те активлă хутшăнать Зоя Даниловна. Вăл - хĕрарăмсен совечĕн председателĕ, чăваш хĕрарăмĕсен XII съезчĕн делегачĕ, Мăнçырма ял тăрăхĕн депутачĕ.

- Василий Илларионовичпа 3 хĕр çуратса ỹстерсе пурнăç пилленĕ, вĕрентсе кăларнă. Аслă хĕрĕ, Наталья Васильевна, ЧППУ чăваш филологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Çĕнĕ Шупашкарти паспортпа виза службинче ĕçлет. Шалти ĕçсен пайĕн капитанĕ. Вăталăх хĕрĕ, Татьяна Васильевна, ЧПУ хими факультетĕнче ăс пухнă, "Химпром" пĕрлешỹре - наукăн кĕçĕн сотрудникĕ. Кĕçĕн хĕрĕ, Оксана Васильевна, Шупашкарти педагогика училищине пĕтернĕ хыççăн малтан Аслă Чакра, кайран Çĕнĕ Шупашкар хулинче ача-пăча садĕнче 5 çул ĕçлет. Мускав уçă университечĕн Шупашкарти институтне, унтан ЧППУн чăваш филологи факультетне пĕтерсе аслă пĕлỹ илни çинчен диплом илет. Хальхи вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарта патрульпе пост службин адмкомиссинче ĕçлет, милицин кĕçĕн сержанчĕ.

Николай Данилович И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститутăн химипе биологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Мăнçырма шкулĕнче ачасене тракторпа ĕçлеме вĕрентнĕ, унтан ĕç урокĕсене ертсе пынă, юлашки çулсенче ачасене хушма пĕлỹ парас енĕпе ĕçлет. Хĕрĕ те, Татьяна Николаевна, ашшĕн çулнех суйласа илнĕ. Пединститутăн биологи факультетне пĕтернĕ хыççăн Мускав потребкооперацийĕн Шупашкарти кооператив институтĕнче 7 çул ĕçлет. Ашшĕпе иккĕшĕн педагогика ĕçĕн стажĕ - 36 çул, Татьяна Николаевнăн мăшăрĕ те, Владимир Николаевич, педагог, физикăпа информатика вĕрентет.

Владимир Даниловичăн ĕç стажĕ аслă вожатăйра, библиотекăра ĕçленинчен пуçланнă. Çартан таврăннă хыççăн вăл Шупашкарти педагогика институчĕн художествăпа графика факультетне вĕренме кĕрет, рисовани, черчени, ĕç урокĕсен уйрăмне пĕтерет. 1985 çулхи январьтен пуçласа Мăнçырмари вăтам шкул директорĕнче вăй хурать. Хăйĕн ĕçне чунтан парăнса, пуçарулăхпа ăсталăха аталантарса, ачасен пуласлăхĕшĕн тăрăшса çĕнĕрен те çĕнĕ мелсем шыраса тупса ĕçлет вĕри чĕреллĕ Владимир Данилович.

Вĕрентỹ тата ертỹçĕ ĕçĕсенче пысăк çитĕнỹсем тунăшăн В.Николаев аслă категориллĕ учитель, халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ ятсене илме тивĕç пулнă. Район тата ял халăхĕ хушшинче те пысăк хисепре вăл. 4 хутчен (1993 çултан пуçласа) район Пухăвĕн депутатне суйланнă Владимир Данилович. Ку ĕçре те вăл чунтан парăнса ĕçлет, халăх ыйтăвĕсене вăхăтра тивĕçтерессишĕн тăрăшать. 31 çул хушши ачасемпе ĕçлет Николаевсен çемйинчи 6-мĕш ачи. Галина Алексеевнăпа вĕсем 2 ача пăхса çитĕнтернĕ. Ачисем те ашшĕн çулне - педагог ĕçне суйласа илнĕ. Наталия Владимировнăн педагогика ĕçĕ Энтриялĕнчи ача садĕнче пуçланнă. Пĕр çул ĕçленĕ хыççăн çамрăк педагог Мăнçырма шкулĕнче ĕçлеме пуçлать. Ĕçленĕ хушăрах Мускав патшалăх университечĕн Шупашкарти институтне вĕренсе пĕтерет, 2003 çултанпа куçăмсăр майпа Мускаври М.А.Шолохов ячĕллĕ педагогика университетĕнче ăс пухать.

- Туймарăм та ĕçлеме пуçланăранпа 13 çул иртнине, - тет Наталия Владимировна. Чăнах та, юратнă ĕçре вăхăт иртни те сисĕнмест. Константин Владимирович та аслисен çулĕпех кайнă - Мускав уçă университечĕн Шупашкарти институтне пĕтернĕ, 4 çул хушши ачасене пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсне ăша хывма тимленĕ.

Николаевсен чи кĕçĕнни - Светлана Даниловна. Канашри финанс техникумне вĕренсе пĕтернĕренпе шут ĕçĕнче вăл. Хальхи вăхăтра Мăнçырмари вăтам шкулта тĕп бухгалтерта вăй хурать.

Михайловсен икĕ хĕрĕ - педагог. Наталия Петровна ЧПУн математикăпа информатика факультетне вĕренсе пĕтернĕ, Шупашкарти кооператив институтĕнче студентсене информатика предметне вĕрентет. Эльвира Петровна ЧПУра математика факультетĕнче вĕренсе диплом илнĕ, хальхи вăхăтра кооператив институтĕнче математикăпа вĕрентет. Михайловсен икĕ хĕрĕ 14 çул туртаççĕ педагогăн йывăр лавне.

Çапла пурăнаççĕ, чунтан тăрăшса 236 çул вăй хураççĕ аслă Николаевсен йăхĕнчен тухнă ачасемпе вĕсен тепĕр ăрăвĕ педагогăн йывăр та пархатарлă ĕçĕнче. Аслă ăру пурнăçласа çитерейменнине иккĕмĕшпе виççĕмĕш ăрусем пурнăçлама пултарнă - Николаевсен йăхĕнчен тухнă 16 педагог çакна уççăн кăтартать.

З. ИЛЛАРИОНОВА.
Мăнçырма ялĕ.



29 апреля 2006
00:00
Поделиться