Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Ĕçлекен çынна - тивĕçлĕ шалу"

о Акци

"Ĕçлекен çынна - тивĕçлĕ шалу"

Майăн 1-мĕшĕ ĕç çыннисемшĕн тата профсоюзсемшĕн çынсем хăйсен прависемшĕн, пурнăçа лайăхлатассишĕн кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери пĕршухăшлăх кунĕ пулнă, пулать те. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çак кун профсоюзсем влаç органĕсем туса ирттерекен социаллă политикăна, ĕç паракансемпе вĕсен пĕрлешĕвĕсен тăрăшулăхне хак параççĕ, социаллă-экономикăллă ыйтусем кăларса тăратаççĕ.

Профсоюзсем правительствăпа, ĕç паракан пĕрлешỹсемпе тачă çыхăну тытни республикăн социаллă экономикăллă аталанăвĕнче пысăк витĕм кỹрет. Иртнĕ çул вăтам ĕç укçи 28,3 процент ỹснĕ, ĕç укçин парăмĕ 37,2 процент чакнă. Халăхăн укçа-тенкĕ тупăшĕ 11 процент, чăн-чăн ĕç укçи 16,2 процент пысăкланнă.

Çав вăхăтрах халăх илекен тупăш малтан палăртнă пек пурнăçланса пыраймасть-ха. Çакă бюджет системинче уйрăмах палăрать.

Пĕтĕм тĕнчери ĕçе йĕркелекен организаци 2006 çула - тивĕçлĕ ĕçпе тивĕçтерекен çулталăк тесе пĕлтернĕ.

Чăваш Республикинчи пĕрлештернĕ профсоюзсен рескомĕн президиумĕ 2006 çулхи майăн 1-мĕшне ĕç укçине ỹстерес тата социаллă гаранти парас енĕпе профсоюзсен коллективлă ĕçлемелли кунĕ тесе палăртнă. Çав кун "Ĕçлекен çынна - тивĕçлĕ шалу" акци ирттерме йышăннă.

Профсоюзсен Вăрмар районĕнчи
координаци совечĕ.



29 апреля 2006
00:00
Поделиться