Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление главы Урмарского района с Днем государственных символов Чувашской Республики

Районăн хисеплĕ те хаклă çыннисем!

Сире Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп.
Чăваш Республикин Патшалăх символĕсем Тăван çĕр-шыв, патриотизм, истори, граждан тивĕçлĕхĕ, тăван чĕлхе евĕрлĕ ăнлавсемпе çыхăннă. Эпир - Герблă, Ялавлă, Гимнлă халăх, пирĕн асăннă символсен кунĕ пур. Çак куна йышăнни пирте чăн патриот туйăмне аталантарма вăй-хал парса тăрать.
Хамăрăн тăван чĕлхепе культурăна, хамăрăн йăла-йĕркене хисеплени вăл-юратнă аттепе аннене хисеплениех темелле.
Патшалăх символĕсен кунĕ - пирĕн пурнăç, пирĕн тĕрек, пирĕн мухтав. Хамăрăн иртнĕ чăнлăха чунпа-чĕрепе туйса илсе паянхи кун пĕлтерĕшĕпе шайлаштарса малашлăхра та манăçа хăварас марччĕ. Пурте пĕрле тăрăшсан, эпир чăваш ятне çỹллĕрех шая çĕклĕпĕр.
         Вăрмар çыннисене малашлăхра пурне те çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу, çитĕнỹсем сунатăп.

Вăрмар район пуçлăхĕ                                     В.Н. Кириллов



29 апреля 2006
00:00
Поделиться
;