Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял малашлăхĕ - çамрăк кадрсенче

о Президент Указне - пурнăçа

Ял малашлăхĕ - çамрăк кадрсенче

Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн "Ялсене производство сферинче ертсе пыракан кадрсемпе тивĕçтерессине патшалăх хушма пулăшу парасси çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн ял валли пултаруллă кадрсем вĕрентсе хатĕрлессипе пирĕн районта та ĕçлеççĕ. Акă 2004 çулта Чăваш ял хуçалăх академин агрономи уйрăмне - 1, ветеринари - 2, бухгалтери - 1, ял хуçалăх продукцине туса илес тата тирпейлес уйрăма - 2, ял хуçалăх техникине эксплуатацилес специальноçа алла илме 1 çын вĕренме кĕнĕ. Ку çамрăксем ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе кĕçех хамăр района ĕçлеме килес шанчăк пур. Пĕлтĕр çак академинех 12 çамрăк конкурсра çĕнтерсе вĕренме кайнă. Çак ачасенчен ытларахăшĕ Вăрмарти пĕрремĕш вăтам, Пысăк Енккасси, Мăнçырма, Аслă Чак, Энĕшпуç, Урнар шкулĕсенчен. Вĕсем направлени илнĕ чух пурте ял хуçалăхне ĕçлеме килме кăмăл тунă.

Çамрăк специалистсене яла ĕçлеме таврăнсан патшалăх енчен те пысăк пулăшу пулать. Апла пулсан хăйсен пурнăçĕн ĕçлĕ çулне пуçлама та çăмăлтарах пулĕ. Ял малашлăхĕ çамрăк кадрсенчен те нумай килет.

Н. ВАСИЛЬЕВ,
райадминистрацин ял хуçалăх
тата экологи пайĕн тĕп специалисчĕ.


29 апреля 2006
00:00
Поделиться