Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Экологи хăрушлăхĕнчен сыхланма

о Хушу

Экологи хăрушлăхĕнчен сыхланма

Экологи хăрушлăхĕнчен сыхланмалли Куна ирттерме йышăннă Раççейри йĕркелỹ комитечĕн пуçарăвне анлă çул парас, влаç тата çут çанталăка сыхлакан органсем ирттерекен мероприятисен пахалăхне лайăхлатас, экологи енĕпе ăнлантару ĕçĕсене активлăрах туса пырас енĕпе район пуçлăхĕ В.Кириллов хушу кăларнă.

Кăçалхи апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 5-мĕшĕччен районта "Экологи - хăрушсăрлăх - пурнăç" девизипа районта экологи хăрушлăхĕнчен хỹтĕлемелли Кунсем ирттерес.

Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен, район администрацийĕн пайĕсен, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсене, шкулсен директорĕсене поселока тата ялсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе районти халăха тата вĕренекенсене субботниксене анлăн явăçтарма хушнă.

Экологи хăрушлăхĕнчен сыхланмалли Кунсене йĕркелесе ирттерме районта комисси туса хунă, унăн председателĕ пулма район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместительне, райадминистрацин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пай начальникне Ю.Соколова çирĕплетнĕ.



06 мая 2006
00:00
Поделиться