Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Фронтпа тыл пĕрлĕхĕ

о Асран ан тухтăр Аслă Çĕнтерỹ

Фронтпа тыл пĕрлĕхĕ

Вăрçă çулĕсем тылри халăхшăн та çăмăл пулман. Арçынсем пурте фронта тухса кайнă, колхозра хĕрарăмсемпе ватăсем, çамрăк ачасем çеç юлнă. Сухаламалла, акмалла, тыр-пула пухса кĕртмелле пулнă. Тылра -юлнисем йывăрлăхсенчен хăраса ỹкмен. Вĕсем "Пурте - фронт валли! Пурте - Çĕнтерỹ валли!" девизпа пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçленĕ, ирсĕр фашистсене курайманлăх çынсен хастарлăхне татах ỹстернĕ. Çакна "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн вăрçă çулĕсенче тухнă номерĕсенчи материалсем те çирĕплетсе параççĕ.

"Хĕрлĕ Кĕтне" колхозри 2-мĕш бригадăри 70 çулхи колхозник Наум Тимофеев кулленхи ĕç нормине тырă вырассипе 200-шер процент пурнăçласа пынă, ĕçе пахалăхлă тунă. Вăл ывăлĕ фронтра нимĕçсемпе паттăррăн кĕрешни çине ответлесе тылра ырми-канми ĕçленĕ. "Эпĕ - ватă", - тесе ларман, пур ĕçре те ĕлкĕрнĕ. Çур аки вăхăтĕнче те вăл çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ. (13.08.1941 ç.).

Патшалăха тырă леçме колхозниксем хăйсен ĕнисемпе те усă курнă. Акă К.Маркс ячĕпе хисепленсе тăракан колхозри Никита Федоров хăйĕн ĕнипе хатĕрлев пунктне тырă леçнĕ. Вăлах колхозра тимĕрçĕ пулса ĕçленĕ. Ирхине тырă леçнĕ, каçхине вара унăн арăмĕ хăйсен ĕнипе кĕлте кỹме тухнă.

Аслă Пинерти Молотов ячĕпе хисепленсе тăракан колхозри В.Трофимова колхозница пысăк хастарлăхпа ĕçрен пĕр кун юлман. Унăн 5 ача, упăшки фронтра пулнă. В.Трофимова танксен "Колхозник Чувашии" колоннине тума 200 тенкĕ укçа панă (05.01.1943 ç.).

"Коминтерн" колхозри 72 çулхи Василий Иванович Табаков (унăн 4 ывăлĕ тата пĕр хĕрĕ фронтра нимĕç захватчикĕсене хирĕç çапăçнă) колхозниксен пухăвĕнче çапла каланă: "Пирĕн чăваш халăхĕ патша саманинче тĕттĕм, шутсăр халăх пулнă. Совет влаçĕ çеç пире хаваслăх, ирĕклĕх, телейлĕх тата пуян та культурăллă пурнăç пачĕ. Хамăн ачасене фронта ăсатнă чух, эпĕ нимĕç захватчикĕсене хирĕç хăйсен пурнăçне хĕрхенмесĕр çапăçма хушрăм. Манăн ачасем ашшĕ наказне чыслăн пурнăçласса шанатăп эпĕ. Хĕрлĕ Çара пулăшас шутпа 500 тенкĕ укçа тата хам ĕçлесе илнĕ тыр-пулран 5 пăт Хĕрлĕ Çар фондне паратăп", - тесе вĕçленĕ вăл хăй сăмахне (23.01.1943).

"Тукас" колхозри 5-мĕш бригадăри С.Мурашкина, А.Мурашкина колхозниксем те тĕслĕх кăтартса пынă. Вăрмар станцийĕнчи Осипенко ячĕпе хисепленсе тăракан çĕвĕ артелĕнчи рабочисем хăйсене панă заданисене чыслăн пурнăçланă. Артельре ĕçлекен рабочисенчен 69 проценчĕ кулленхи ĕç нормине 2-3 хут ỹстерсе тултарнă. М.Федорова октябрь уйăхĕнче ĕç планне - 328, К.Табакова - 300, М.Васильева - 247 процент пурнăçланă. Артель çар çыннисен ачисене 228 пальто, 184 шăлавар, 26 кĕрĕк, пиншак, 3499 тăхăнмалли тĕрлĕрен кĕпе-йĕмсем çĕлесе панă, 232 пальто тата ытти нумай япаласем юсанă. Çĕвĕ çĕлекен артельри рабочисем Хĕрлĕ Çар валли ăшă тум-тирсем пухас ĕçе те активлăн хутшăннă.

Г. НАРСОВА,
район администрацийĕн
архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ.



06 мая 2006
00:00
Поделиться