Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Йывăçсем ешерччĕр

Йывăçсем ешерччĕр

Чăваш Республикин Президенчĕн "Йывăç ларт тата ăна упра" Йывăç кунне ирттересси тата "Ăс-хакăлпа çутлăх çулталăкĕ" Указĕсене пурнăçлас, çыннăн ăс-хакăлне аталантарма условисем туса парас, граждансен экологи культурине йĕркелес, халăха нравственность енĕпе воспитани парас, район территорине тирпей-илем кĕртес тата йывăçсем лартас енĕпе район пуçлăхĕ В.Кириллов йышăну тунă. Унпа килĕшỹллĕн кăçалхи апрелĕн 29-мĕшне, майăн 5-6-мĕшĕсене, сентябрĕн 28-мĕшне, октябрĕн 4-5-мĕшĕсене йывăçсем лартмалли кунсем тесе йышăннă.

"Йывăç ларт тата ăна упра" Йывăç кунне ирттермелли район Программине çирĕплетнĕ.

Хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене поселокпа ялсене тирпей-илем кĕртес, çырмасен хĕррисене ишĕлесрен вăрман тăрăхĕсем, шыв ăсмалли вырăнсемпе автомобиль çулĕсен хĕррисене йывăçсем лартса хăварма тата лартнă йывăçсене тĕрĕс-тĕкел пăхса ỹстерессишĕн тăрăшма сĕнỹ панă.

Пур формăллă организацисемпе предприятисене, обществăлла организацисене, районти халăха йывăçсемпе тĕмсем лартас, чечек клумбисем тăвас енĕпе ирттерекен мероприятисене активлă хутшăнма сĕннĕ.



06 мая 2006
00:00
Поделиться