Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Паттăрсем паян та пирĕнпех

о Аслă Çĕнтерỹ
       
 Паттăрсем паян та пирĕнпех
 
      Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа виçĕ кунран 61 çул çитет. Çак Çĕнтерỹ мĕн хака ларнине, миçе миллион çын пурнăçĕпе танлашнине лайăх пĕлетпĕр. Юнлă вăрçă хирĕнче куçне хупнă кашни салтак, тылра вăй хунă кашни хĕрарăм, ача мухтавлă Çĕнтерĕве çывхартнă.
     "Тăван çĕршыв хăрушлăхра!" чĕнỹ Вăрмар район ĕçченĕсене те хăй вăхăтĕнче ура çине тăратнă. Фронта кунтан 6890 çын тухса кайнă, çав шутра 6045 колхозник. Паттăрсен вилĕмĕпе 2233 çын вилнĕ, сурансенчен - 250 çын, тĕрлĕ чиртен - 20 çын, 1189-шĕ хыпарсăр çухалнă. 4131 çынна ашшĕ-амăшĕ, мăшăрĕ, ачисем, тăванĕсем кĕтсе илеймен. Киле таврăннисенчен паянхи кун районта 127 ветеран пурăнать.

Надежда Смирнова.



06 мая 2006
00:00
Поделиться