Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ентешлĕх паттăрсене манмасть

Ентешлĕх паттăрсене манмасть

Пирĕн районтан Аслă Отечественнăй вăрçа 6890 çын тухса кайнă, 4131-шĕ киле таврăнайман. Паянхи куна 125 вăрçă участникĕ пурăнать.

Çултан-çул, кунран-кун чакса пырать çĕнтерỹçĕсен йышĕ. Кăçал ăна 61-мĕш хут кĕтсе илчĕç. Çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн пуç хунисем мухтавлă! Вĕсем тăван халăх асĕнчен нихăçан та тухмĕç. Районăн мухтавлă çыннисене - Аслă Отечественнăй вăрçăн паттăр та хăюллă салтакĕсене ĕмĕр асра тытса пурăнма район комиссариачĕн çурчĕ çинче Асăну хăмисем уçрĕç. Вĕсенчен пĕри - Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралса ỹснĕ, Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ Анатолий Семенович Казаков, тепри - Саруй çынни, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ - Павел Порфирьевич Порфирьев. Вĕсен паттăрлăхĕ, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă кун-çулĕ ĕмĕр-ĕмĕр асăмрах юлĕ. Ветерансен ячĕпе иртнĕ митинга Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев уçрĕ. Пухăннисене район пуçлăхĕ В.Кириллов ырлăх-сывлăх сунса Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçисен паттăрлăхĕ çинчен чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех В.Кириллов çак мероприятие ирттерме пулăшнăшăн ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне, "Чăвашметалл" уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорне, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президентне, районăн хисеплĕ гражданинне Л.Григорьева, Мускаври "Дом паркета" холдинг генеральнăй директорне Ю.Афанасьева, Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерне С.Захаровăна тав турĕ.

Асăну хăми уçнă çĕре Чăваш Республикин çар комиссарĕ А.Кухарчук генерал-майор та хутшăнчĕ, сăмах каларĕ. Çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Г.Васильев, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин, Мускаври строительство фирмин генеральнăй директорĕ В.Иванов, районти çар комиссарĕ М.Пуклаков, малтанхи çулсенче района ертсе пынă А.Борцовпа М.Петров, Ф.Ларионов ветерансем тата А.Казанов писатель, сăмах тухса каларĕç, çĕнтерỹçĕсене манманшăн тав турĕç.

Ветерансем патне ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн Çĕнтерỹ уявĕн саламне çитерчĕç тата вăл алă пусса панă вырăс тата совет художникĕсен паллă ĕçĕсен репродукцийĕсене парнелерĕç. Спонсорсем пулăшнипе вăрçă участникĕсене парнесем пачĕç.

Н. ШИШКИНА,
райадминистраци специалисчĕ.



13 мая 2006
00:00
Поделиться