Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тĕллевсем пысăк

о Партисемпе юхăмсем

Тĕллевсем пысăк

Иртнĕ эрнере райадминистрацин ларусен залĕнче "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн вырăнти политсовечĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Пухăннисене политсоветăн секретарĕ В.Кириллов партин регионти уйрăмĕн X конференци итогĕсемпе паллаштарчĕ, çитес вăхăтра пурнăçламалли тĕллевсене, çул-йĕре палăртрĕ.

Политсовет ĕçне хутшăннисем кашни хула-ял тăрăхĕсенче агитушкăнсем йĕркелеме йышăнчĕç. Единороссем халăх ырлăхĕшĕн ĕçлекен нумай вăхăтлăха йĕркеленĕ парти пулмалли çинчен калаçрĕç. Çавăнпа та ларура кашни уйрăм çынпа ытларах ĕçлемелли пирки сăмах пычĕ. Парти ретне ỹстерес, вырăнти пуçламăш организацисене йĕркелес ĕçе те юлашки плана хăвармалла марри çинче те чарăнса тăчĕç политканаш членĕсем. Паянхи куна районта партин 29 пуçламăш организацийĕ пулсан, вĕсене 33 çитерме палăртрĕç. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" ят-сумне ỹстерме тăрăшасси, çынсене парти ретне илесси çинчен калаçрĕç пухăннисем.

"Пĕрлĕхлĕ Раççей" партийĕ малалла кайтăр тесессĕн пурне те хумхантаракан проблемăсене татса пама хатĕр пулмалла. Çав шутра наци проекчĕсене пурнăçа кĕртесси эпир халăх хушшинче мĕнле ĕçленинчен килет. Унсăр пуçне парти ĕçне ытларах çамрăксене явăçтармалла. Умри йывăрлăхсем умĕнче алла усмалла мар, шав малалла утмалла", - терĕ политсовет секретарĕ В.Кириллов ларăва пĕтĕмлетсе.

П. АЛЕКСЕЕВ.



13 мая 2006
00:00
Поделиться