Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ятлă та сумлă хĕрарăм

о Майăн 15-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ

Ятлă та сумлă хĕрарăм

"Санра пирĕн телей, çемье ăшши, çемье пĕрлĕхĕ, тĕрекĕ", - теççĕ Çитмĕш ялĕнчи Зоя Павловна Павлована юратнă ачисемпе мăнукĕсем.

Ял çинче хисепе тивĕçлĕ Зоя аппа. Çакна вăл хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, тирпейлĕхĕпе, тỹрĕ кăмăллăхĕпе çĕнсе илнĕ темелле. Унăн 75 çулхи кун-çулне каялла таврăнса пăхас пулсан - вăл тумхахлă та кукăр-макăр сукмак. Вăрçă пуçланнă çул 10 çулхи ача кăна пулнă пулин те, сахал мар терт-нуша курма тивнĕ ăна. Ашшĕ-амăш килĕнче вĕсем 8 ача çитĕннĕ. Зоя Павловна вара хĕрсенчен чи асли пулнă. Ĕç çумне вăл вăхăтри ачасем питĕ ир çыпăçнă. Авăн та çапнă, кĕлте те кỹнĕ - кĕскен каласан мĕн хушнă, пурне те пурнăçланă. 18 çула çитсен районти сĕтел-пукан фабрикине ĕçлеме çул тытать. Вăл вăхăтра унта тĕрлĕ ялтан ĕçлеме çỹренĕ. Самани йывăр пулсан та çамрăклăх хаваслă вăхăт. Анаткас хĕрне Çитмĕш каччи куç хывать. Икĕ çамрăк пĕрлешсе çемье чăмăртаççĕ. Ĕçчен те ăста алăллă Михаил Васильевич Анилинпа иккĕшĕ кил-çурт çавăраççĕ. 6 ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. Ачисем пĕринчен тепри пултаруллă. Асли - Вера, повар профессине алла илнĕскер, столовăй заведующийĕ, Светлана - учительница, ачасене математика предметне вĕрентет, Людмила ăста çĕвĕçĕ, Альбина - бухгалтер, ывăлĕсем - Валерийпе Лева - механизаторсем. Ывăлĕсем ашшĕнех хывнă - аллисем ылтăн. Шел пулин те ашшĕ - Мишша пичче ачисемпе савăнса пурăнаймарĕ. Усал чире пула вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Халĕ ачисен ачисем ỹссе çитĕнсе çемье çавăрма пуçланă, вĕсен ачисем Зоя аппана савăнăç кỹреççĕ. Çуллахи кун Анилинсен килĕнче ачисемпе кĕçĕн мăнукĕсем кĕшĕлтетеççĕ. Пурте Зоя аппан тутлă çимĕçĕпе сăйланаççĕ. "Халĕ манăн чи савăнăçлă самант тесен те юрать. Куç тулли ача-пăчам, арăк тулли мăнуксемпе, кĕçĕн мăнуксем. Выльăх-чĕрлĕх картиш тулли. Мăшăрăм юнашар çукки, вăл манпа çак савăнăçа пайлайманни кăна чуна хурлантарать", - тет Зоя аппа тутисене чĕтретсе.

Чăнахах та çак ăслă-тăнлă хĕрарăмран çамрăксемшĕн тĕслĕх илмелли нумай. Унăн ырă ячĕ çĕр çинче чылайлăха асра юласса шанас килет.

А. НИКОЛАЕВА.
Çитмĕш ялĕ.



13 мая 2006
00:00
Поделиться