Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнтерỹ кунне районта уявлани

Çĕнтерỹ кунне районта уявлани

КАВАЛ. Кăçал та Аслă Отечественнăй вăрçăра çапăçса пуçне хунисене асăнса лартнă палăк умне халăх нумай пуçтарăнчĕ. Акă, Ленин урамĕпе шкул ачисем стройпа утса килни курăнса каять. Вĕсем отряд-отрядпа вăрçă юррисене юрласа палăк умне йĕркеленсе тăраççĕ. Митинг пуçланать. Ăна саламлă сăмах каласа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Иванов уçать. Вара вăрçă участникĕсене сăмах парать. Г.Моклаков, Я.Макаров, М.Степанов, Н.Исаев, В.Иванов фронтри пурнăçа, çапăçусене аса илчĕç. Салтак арăмĕсем Р.Туртушова, М.Моклакова тата тыл ветеранĕсем вăрçă вăхăтĕнче тỹснĕ йывăрлăхсем çинчен каларĕç. Н.Иванов ял тăрăхĕн администрацийĕ ячĕпе ветерансене парнесем парса чысларĕ, шкул ачисем чечек çыххисем пачĕç. Унтан шкул ачисен хорĕ вăрçă çинчен çырнă юрăсене шăрантарчĕ, вĕсене баян каласа В.Табаков учитель ертсе пычĕ.

Палăк умне чĕрĕ чечексем, чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Чылайччен саланмарĕ халăх палăк умĕнчен.

Х        Х         Х

Паттăр воинсене асăнса ирттернĕ митингсем çавăн пекех Кивĕ Вĕренерте, Пăвакасси, Çиçтĕпе, Чăрăшçырма ялĕсенче те пулнă.

В. ТУРТУШОВ.

_______________________________

         ЭНТРИЯЛЬ. Шкул ачисемпе вăрçă ветеранĕсен тĕл пулăвĕ иртнĕ. Ăна В.Николаева аслă вожатăй йĕркелесе пычĕ. Вера Васильевна ватă çынсемпе паллаштарнă хыççăн, вĕсем хăйсен пурнăçĕ çинчен каласа пачĕç. Акă вĕсем:

Н. Разумова - Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă паттăр, орденпа медаль кавалерĕ.

Х. Волкова - 21-рех салтак пулса тăнă. Вăл вăрçă вăхăтĕнче Шупашкар çывăхĕнчи бомбăсем тăвакан завода сыхланă.

Н. Никонорова - вăрçă пуçланнă кун 13 çулта кăна пулнă пулин те, йывăрлăхне нумай курнă. Вăл тыл ĕçченĕ.

Ватă çынсем паянхи кун та вăрçă кунĕсене куççульсĕр аса илеймеççĕ.

Тĕл пулу вĕçĕнче ачасемпе учительсем ветерансене ырлăх-сывлăх сунса пĕчĕк парнесем пачĕç.

А. МИХАЙЛОВ,
вĕрентекен.


17 мая 2006
00:00
Поделиться