Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çар тивĕçне пурнăçламалла

Çар тивĕçне пурнăçламалла

Салтака кайма хатĕрленекен çамрăксене район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пай пуçлăхĕ Ю.Соколов, районти çар ĕç комиссарĕ М.Пуклаков, райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Ю.Ефимов, райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ - хĕрарăмсен районти канашĕн председателĕ Г.Петрова, Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов ăшă та ырă сăмахсем каларĕç. Раççей салтакĕн чысне çỹллĕ шайра тытмаллине, çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçламаллине палăртрĕç. Призывниксен ячĕпе Энĕшпуç каччи А.Степанов сăмах тухса каларĕ. Çак куна хисеплесе çамрăксем концерт лартса пачĕç.

Призывниксем Çĕнтерỹ палăк умне тата воин-афганеца хисеплесе лартнă монумент умне чечексем хучĕç.

..А.Васильев (Тикаш), А.Кириллов, Д.Ларионов, А.Никифоров - Вăрмар поселокĕнчи каччăсем çывăх çыннисемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе сывпуллашса çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама салтака тухса кайрĕç.

А. АНТОНОВА.



17 мая 2006
00:00
Поделиться