Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çут çанталăк пуянлăхне упрасси - пирĕн тивĕç

Çут çанталăк пуянлăхне упрасси - пирĕн тивĕç

Пурте пĕлетпĕр - кайăк-кĕшĕк грипĕ сарăлнине пула пирĕн тăрăхра çурхи сунар сезонне уçмарĕç. Анчах та вăл районта чĕр чунсене сыхлас, упрас енĕпе ĕçсем ирттерменнине пĕлтермест. Хальхи вăхăтра пурăнакан чĕр чунсене (пăрăнтăк, енот, тилĕ тата ыттисене те) шута илесси пырать. Çăмăл мар çак ĕç, çавăнпа та вĕсен шăтăкĕсене пĕлекен пур çынна та Россельхознадзорăн районти управленине пĕлтерме ыйтатпăр.

Хальхи вăхăтра хур-кайăксен амисем йăхне тăсма çăмартасем çине лараççĕ. Иртнĕ çулсенче хăш-пĕр çынсем вĕсен çăмартисене киле илсе кайса чĕпĕсем кăларттарни те пулнă. Çапла тума малтан та юраман, халĕ, кайăк грипĕ сарăлас хăрушлăх пур чухне, пачах та юрамасть. Хамăра хамăр сыхламарăмăр пулсан, Турри те сыхламасть. Штрафĕ те сахалах мар - 500 тенкĕрен пуçласа 1000 тенкĕ таран. Пурин те çакна асра тытмаллах - сывлăхран хакли нимĕн те çук.

Ю. ЛАНИН,
Россельхознадзор управленийĕн
Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи пĕрремĕш
категориллĕ специалисчĕ.



17 мая 2006
00:00
Поделиться