Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Милиционерсене ĕмĕр асра тытма

о Ентешлĕхĕн ырă пуçарăвĕ

Милиционерсене ĕмĕр асра тытма

          Иртнĕ çул вĕçĕнче "Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕ" обществăлла организацин канашĕ Вăрмар районĕнче çуралса ỹснĕ, республикăри тата районти шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлесе служба тивĕçĕсене пурнăçланă, саккуна хỹтĕлесе преступниксене хирĕç кĕрешсе пуçне хунă милиционерсен ячĕсене сăвапласа ĕмĕр-ĕмĕр халăх асĕнче тытас тĕлĕшпе районти шалти ĕçсен пайĕн территорийĕнче палăк лартас енĕпе ырă пуçару турĕç, пулас обелискăн гранитран хатĕрленĕ никĕсне хыврĕç. Çак пархатарлă ĕçе пурнăçа кĕртме районти организацисемпе ентешсене укçа-тенкĕ пухма чĕнсе калани йышăннă, ятарласа çакăн пек счет уçнă:

ОО "Землячество урмарцев в г.Чебоксары", ИНН 2128024707, КПП 212801001, р/с 40703810700000002215 с пометкой "Память" в АКБ "Чувашкредитпромбанк" ОАО г.Чебоксары, к/с 30101810200000000725, БИК 049706725.

Укçа тỹлени çинчен квитанци копине çак адреспа тăратмалла: г.Чебоксары, Лапсарский проезд, 37, ОО "Землячество урмарцев в г.Чебоксары".

Хальхи вăхăтра районти 9 милиционерăн тата шалти ĕçсен пайĕн 1 сотрудникĕн пурнăçĕ трагедиллĕ татăлнине тупса палăртнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ "Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕ" обществăлла организацин канашĕ тунă çак ырă пуçарăва ырланă, хуçалăхсене, предприятисемпе организацисене, предпринимательсемпе уйрăм çынсене çак пысăк пĕлтерĕшлĕ пархатарлă ĕçе май килнĕ таран хутшăнма сĕннĕ.

А. ХОВАНСКИЙ.



17 мая 2006
00:00
Поделиться