Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Раççей Президенчĕн Çырăвĕпе паллашнă май

Раççей Президенчĕн Çырăвĕпе паллашнă май

Раççей Президенчĕн Федераци Пухăвне кашни çул яракан Çырăвне районта пурăнакансем мĕнлерех йышăнчĕç-ха:

Л. НИКИФОРОВА, Кивĕ Мăнтăрти фельдшерица: Çырура ытларах - çемье, çар, социаллă яваплăх пирки каланă. Пурне те кăсăклантараканни вара ытларах ача çуратнăшăн укçа-тенкĕ хушса парас тесе калани. Ăçта пыран унта çав укçа пирки калаçаççĕ. Маларахри çулсемпе танлаштарсан халĕ ялсенче те ача-пăча йышĕ чакса пырать. Çавна пулах шкулсенче те ачасем питĕ сахал. Каплах пулсан тепĕр темиçе çултан ĕçлекен çынсем те юлмĕç. Демографи лару-тăрăвне пăхса тухса çапла йышăннине эпĕ ырлатăп.

АЛЕНА, (хушаматне çырма килĕшмерĕ) сутуçă. Эпĕ ялта пурăнатăп. Упăшкапа иккĕн кил-çурт çавăрма пуçланă. Пирĕн пĕр ача. Иккĕмĕш ачана çуратнăшăн 250 пин тенкĕ пама шантарни çамрăксемшĕн çав тери усăллă тесе шутлатăп. Хальхи вăхăтра пур çĕрте те укçа-тенкĕ пуç пулса тăчĕ темелле-ши. Вĕренỹшĕн те, чир ерсен сывалма та, хваттерлĕ пулас тесен те укçан кăларса хума тивет. Ачине хамăршăнах çурататпăр пулин те патшалăх енчен пулăшни калама çук пысăк пулăшу пулĕ.

А. ЯКОВЛЕВ, вĕрентекен. Çырупа паллашсассăн чунра çĕнĕ шанчăк çуралчĕ. Мĕншĕн тетĕр? Президент çар темипе уçăмлăн та яваплăн каланишĕн. Ара, пирĕн малашлăх - Раççей хăрушсăрлăхĕнче. Апла пулсан Раççейĕн вăрçă хăрушсăрлăхне сирме пултаракан çар кирлĕ. Вăл вара - çĕнĕ хĕç-пăшалăн тĕсĕсем тата вăйлă профессионаллă çар.

А. НИКОЛАЕВА калаçнă.



17 мая 2006
00:00
Поделиться