Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Юсавлă техника кăна ĕçе юрăхлă

Юсавлă техника кăна ĕçе юрăхлă

Ял хуçалăх ĕçĕ йывăр та яваплине пурте пĕлеççĕ. Ăна алă вĕççĕн пурнăçлама вара пушшех те ансат мар. Çавăнпа та техникăпа туллин усă курмалла. Апла пулсан вĕсене пурне те техосмотр кăлармалла. Ку ĕçе кашни çул палăртнă график тăрăх пурнăçламалла. Çак графика Чăваш Республикин Гостехнадзор управленийĕ кăçалхи çул пуçламăшĕнчех туса хатĕрленĕ. "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики, "Арабоси", "Ресурсы" агрофирмăсем, "Возрождение", "Иванов" хресчен (фермер) хуçалăхĕсем техосмотра кăларса çур акине ăнăçлă вĕçлерĕç. Тракторсемпе прицепсене çур акине тухиччен 20 кун маларахах техосмотр кăлармалла пулин те чылай хуçалăхсем ку ĕç çине сỹрĕккĕн пăхрĕç. Уй-хире юсавсăр техникăсенех кăларса ячĕç. "Средний Аниш", "АгроВладина" хуçалăхсем техникăсене регистрацилесси пирки те, техосмотр кăларасси çинчен те шухăшламаççĕ. Юсавсăр тракторсемпе ĕçлесен инкек-синкек пуласси те аякри маррине пĕлмеççĕ мар ĕнтĕ вĕсем. Техосмотр тухмаллине пурне те пĕлтернĕ пулин те - тĕлленмеççĕ те. Хальхи вăхăтра районти предприятисемпе организацисенчи, çавăн пекех уйрăм çынсен тракторĕсемпе прицепĕсене техосмотр кăлармалли тапхăр пырать. Графике çирĕп пурнăçласа пырсан пуриншĕн те аван пулмалла. Чи кирли - пĕр-пĕрне хисеплени. Техосмотр тухма: техникăшăн налук тỹлени, пĕр сехетре 20 километртан ытларах хăвăртлăхпа чупакан техникăсене обязательнăй майпа страхлани çинчен пĕлтерекен хут, техосмотр кăларма тỹленĕ квитанци кирлĕ.

Районти Гостехнадзор инспекцийĕнчен ирĕк (талон-допуск) илмесĕр тракторсене ĕçе ямалла мар.

В. НИКОЛАЕВ,
районти Гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ.


17 мая 2006
00:00
Поделиться