Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кавалта - çемье врачĕн офисĕ

о Министерство кунĕ

Кавалта - çемье врачĕн офисĕ

Районта иртнĕ Министерство кунне ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн заместителĕ И.Лисенкова, республикăран килнĕ представительсем, район пуçлăхĕ В.Кириллов, заместителĕсем: Г.Петрова, Ю.Соколов, О.Васильев, район больницин тĕп врачĕ В.Ванюков тата ытти официаллă çынсем хутшăннă. Район пуçлăхĕ В.Кириллов ертсе пыракан ушкăн Кавал ял тăрăхне çитсе курнă, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

Ĕçлĕ çул çỹрев Кавалсемшĕн те, районшăн та çемье врачĕн офисĕ уçăлнинчен пуçланчĕ. Республика, район представителĕсем, Кавал ял тăрăхĕнче пурăнакансем хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн заместителĕ И.Лисенкова, район пуçлăхĕ В.Кириллов хĕрлĕ хăю касса уçрĕç. Унтан В.Кириллов сăмах каларĕ:

- Юлашки çулсенче ятарлă медицина центрĕсем уçас, ялти медицина системине çĕнетес енĕпе тунă ĕçсем Чăваш Ен сывлăх сыхлавне курăмлă кăтартусем кỹчĕç. Çынсене кỹрекен амбулатори пулăшăвĕн калăпăшĕ палăрмаллах ỹсрĕ, врачсен пулăшăвĕ ялсенче пурăнакансем тата ĕçлекенсем патне май пур таран çывхарчĕ. Пирĕн районта тăваттăмĕш çемье врачĕн офисĕ Кавалта уçăлчĕ. Малашне аякка çỹремесĕрех вырăнта сипленме май пулĕ. Çитес вăхăтра çемье врачĕн офисне Энĕшпуçĕнче уçма палăртас шухăш пур, - терĕ В.Кириллов пуçлăх.

Унтан ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн заместителĕ И.Лисенкова çемье врачĕн офисĕ уçăлнă ятпа саламларĕ, пысăк парне - васкавлă пулăшу машинин уççине çемье врачĕн офисĕн пуçлăхне М.Петровăна тыттарчĕ. Çавăн пекех ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Иванов, ĕç ветеранĕ Ю.Михеев, 22 çул Кавалти фельдшер пунктĕнче вăй хунă М.Моклакова тата ыттисем те тухса калаçрĕç, Кавалти культура çурчĕ çумĕнчи йĕркеленĕ пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-кĕввипе савăнтарчĕç.

Унтан район пуçлăхĕ В.Кириллов, республика представителĕсем ял тăрăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕç. Унăн пуçлăхĕ Н.Иванов тата кунти специалист кăçалхи пĕрремĕш кварталта пурнăçланă ĕçсем çинчен каларĕç, çавăн пекех ял тăрăхĕн сайчĕпе паллашрĕç.

Ĕçлĕ çул çỹрев малалла Арапуçĕнчи çемье врачĕн офисĕнче пулчĕ, халăха пулăшу парас ĕç мĕнле пынипе интересленчĕ.

З. ПАВЛОВА.

Район пуçлăхĕн заместителĕ - финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев ертсе пыракан ушкăн Чулкас ял тăрăхĕнче пулчĕ. Çуллахи кунсенче пушар тухас хăрушлăх татах та ỹсессине шута илсе чи малтанах калаçу инкек-синкекрен асăрхануллă пулмалли çинчен пычĕ. Кунта ку енĕпе начарах мар ĕçлесе пыраççĕ темелле. вырăнти депутатсемпе пĕрле ялсенче килĕрен çỹресе пушар инкекĕ килсе тухас пулсан камăн мĕнле инвентарь илсе тухмаллине палăртнă. Ятарласа журналсем çине кашни çынна алă пустарнă.

Ĕçлĕ ушкăн машинăпа трактор паркĕнче Ю.Филипповпа Н.Антонов пушарниксемпе тĕл пулса калаçрĕç. Вĕсем пушар машинине хута ярассипе çине тăраççĕ. Вырăна тухса çỹресен çынсем еплерех условисенче пурăннине те куçпа курма пулать çав. Акă, Чулкас ялĕнче 16 хваттерлĕ çуртра пурăнакансемпе тĕл пулнă хыççăн çакă палăрчĕ: кунта иккĕмĕш хутра пурăнакан хваттерсене çивиттийĕнчен шыв анать, нимĕнле хăтлăх та çук пулин те хваттерте пурăннăшăн пысăк сумма тỹлеме тивет. Ку çуртра курса çỹресе çитменлĕхсене палăртрĕç.

Ял тăрăхĕн территоринче вырнаçнă суту-илỹ точкисене те çитсе курчĕç. Хамăр тавара - районта туса кăлараканнисене - ытларах сутмалли пирки сăмах пычĕ. Çăкăр завочĕ туса кăларакан изделисен пахалăхĕ çинчен те сăмах тапратрĕç.

Анаткас шкулне те çитсе курчĕç. Пĕтĕмлетсе каласан тĕл пулу, халăхпа курса калаçни пуриншĕн те аван.

А. НИКОЛАЕВА.



20 мая 2006
00:00
Поделиться