Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пушар хăрушлăхĕнчен сыхланма

о Йышăну

Пушар хăрушлăхĕнчен сыхланма

Çанталăк ăшăтнă тата тавралăха пĕлтĕрхи çỹп-çапран тасатмалли тапхăр пынă май, асăрханусăр пулнипе районта пушарсен шучĕ палăрмаллах ỹсрĕ. Вăрмансемпе лартнă йывăçсем, кил-çуртсем вут-кăварта кĕлленеççĕ.

Пушар хăрушлăхĕнчен асăрхаттарас, чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярас, район администрацийĕн пуçлăхĕн "2006 çулхи çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пушар хăрушлăхĕнчен сыхланас енĕпе туса ирттермелли мерăсем çинчен" йышăнăвне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе район пуçлăхĕ йышăну кăларнă. Районти гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата организацисен руководителĕсемпе пĕрле халăха пушар хăрушлăхĕ çинчен каласа ăнлантарассине лайăхрах йĕркелеме, пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене çирĕп пурнăçласа пыма, вăрман фончĕн, выльăх-чĕрлĕх фермисем йĕри-тавра тата ял хĕррисенче пушартан хỹтĕлемелли тăрăхсем йĕркелеме сĕннĕ.



20 мая 2006
00:00
Поделиться