Район хаçатне çырăнмалли уйăхлăх
Районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакцийĕ кăçалхи майăн 20-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 20-мĕшĕччен районта тухса тăракан "Хĕрлĕ ялав" хаçата активлă çырăнмалли уйăхлăх ирттересси çинчен пĕлтерет. Уйăхлăх вăхăтĕнче çавăн пекех "Ыркăмăллăх" акци йĕркелеççĕ. Унăн тĕллевĕ - ĕç коллективĕсене, ĕç ветеранĕсемпе пенсионерсене, шкулсемпе ветерансен çурчĕсене, культура çурчĕсене, тăвансемпе çывăх çынсене район хаçачĕ парнелесси.
Тинтерех кăна-ха Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 61 çул тултарнине анлăн паллă турăмăр. Çак паллă куна халалласа район хаçачĕн страницисенче воин-çĕнтерỹçĕсем, тыл ĕçченĕсем, пирĕн ентешсем вăрçă çулĕсенче тунă паттăрлăх çинчен материалсем пичетлерĕмĕр. Çавăнпа та вăрçа хутшăннă кашни çынна, тăлăха юлнă кашни салтак арăмне район хаçачĕ çырăнса пани çамрăк ăру ватăсене хисепленине кăтартса паракан таса та сăваплă тивĕç пулĕ.
Хисеплĕ пуçлăхсем, предпринимательсем, ырă çынсем! Пĕр тăхтамасăр, халех ырă ĕçе пуçăнăр, кун пирки районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакцине пĕлтерĕр. Çынна ырă тăвакан, хăй те ырă курĕ, теççĕ халăхра.
Сире район хаçачĕн хакĕ пирки аса илтеретпĕр:
Районти почтамт урлă - 132 тенкĕ.
"Чăвашпичет" киоскĕ урлă - 100 тенкĕ.
Хаçат индексĕ: 54824.
Районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакцийĕ.