Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ăнăçлăх вырăнта пурăнакансенчен килет

о Çырав 2006

Ăнăçлăх вырăнта пурăнакансенчен килет

Çыравччен вăхăт нумай юлмарĕ. Апрелĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа майăн 3-мĕшĕччен Вăрмар поселокĕнче регистраторсем çырава лекекен объектсене çитсе курчĕç. Икĕ эрнере вĕсем хуçалăхсене, сад-пахча, выльăх-чĕрлĕх, дача пĕрлĕхĕсене çитсе сведенисене тепĕр хут тĕпченĕ. Çыравăн ĕçĕ питĕ нумай, ăна ирттернĕ чух темиçе тĕслĕ перепись хучĕпе усă курма тивет. Тĕрлĕ объект валли уйрăм хутсем хатĕрленĕ. 4 документ çумне вкладыш тата хушма хут пур: ял хуçалăх организацийĕ валли хĕрлĕ сарă, хресчен (фермер) хуçалăхĕ валли сарă, килти хушма хуçалăх валли симĕс, сад тата ытти граждансен коммерцилле мар пĕрлешĕвĕсем валли кăвак тĕспе хĕррисене сăрланă бланксем параççĕ. Мускаври "Гознак" фабрика çак документсене ятарлă хут çинче пичетленĕ. Ял хуçалăх çыравне çĕр шывра 86 çул ирттермен, çавăнпа та нумай тĕрлĕ ыйтусем килсе тухма пултараççĕ. Апла пулсан 8-800-2006-0-07 телефонпа ыйтса пĕлме пулать. Ку Росстатăн ятарлă тỹрĕ телефонĕ. Вăл Мускав вăхăчĕпе ирхине 9 сехетрен пуçласа 21 сехетчен тỹлевсĕр ĕçлет.
          Ял хуçалăх çыравĕ яла чĕртсе тăратмалли утăмсенчен пĕри.
 
Е. ТЕРЕНТЬЕВА,
ял хуçалăх çыравĕ ирттерес енĕпе ĕçлекен
районти уполномоченнăйĕ.


24 мая 2006
00:00
Поделиться