Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

30 пин тĕп лартнă

о Йывăç кунĕ

30 пин тĕп лартнă

Чăваш Республикин Президенчĕн "Йывăç ларт тата ăна упра" Йывăç кунне ирттересси çинчен Указĕпе килĕшỹллĕн пирĕн районта та çине тăрсах ĕçлеççĕ. Çак куна халалласа йывăç-тĕмсем лартрăмăр. Ку ĕçе халăха, ĕç коллективĕсене, шкул ачисене хутшăнтарма тăрăшрăмăр. Хальлĕхе районĕпе 30 пин тĕп тĕрлĕ йывăçсем лартрăмăр. Кунта чи активлисем Кĕлкеш ял тăрăхĕн çыннисем пулчĕç. Вĕсем 7 пин тĕп йывăçа çул хĕррисене, çырма-çатрана тата ытти çĕре лартса тухрĕç. Вĕсенчен Шăхаль, Мăнçырма, Кавал ял тăрăхĕсем те юлмарĕç. 2-3 пиншер йывăç тĕмĕсем лартма ĕлкĕрчĕç. Шкулсенчен илсен: Энĕшпуç, Пысăк Енккасси, Шăхаль, Çĕнĕ Кинчер, Пинер, Кĕлкеш, Арапуç ачисем маттур пулчĕç. 100-500 тĕп йывăçа "кун çути" пачĕç. Тепĕр темиçе çултан хыр-чăрăш, лиственница, пилеш, хурăн йывăççисем кашласа ỹсессе шанас килет.

В. СЕРГЕЕВ,
район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе
экологи пайĕн специалист-экологĕ.


24 мая 2006
00:00
Поделиться