Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хамăр таварах туянар

о Канашлу

Хамăр таварах туянар

Райадминистрацин ларусен залĕнче потребительство рынокĕнче ĕçлекен районти промышленность тата суту-илỹ Предприятийĕсен тата предпринимательсен иртнĕ тапхăрти ĕçĕсене пĕтĕмлетсе вĕсене малалла аталантармалли ыйтусем тавра "çавра сĕтел" иртрĕ.

Канашлăва район пуçлăхĕ В.Кириллов уçрĕ. Чи малтанах çак сферăра ĕçлекенсене район аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕçленĕшĕн, налуксене вăхăтра тỹленĕшĕн, ĕç вырăнĕсем туса панăшăн тав турĕ. Çав вăхăтрах тумалли те нумай пулнине палăртрĕ.

Малалла, "çавра сĕтеле" район пуçлăхĕн экономика енĕпе ĕçлекен пĕрремĕш заместителĕ Г.Петрова ертсе пычĕ. Чи малтанах вăл иртнĕ çулхипе танлаштарсан производство калăпăшне чакарнă предприятисене асăнчĕ. Енчен хăшĕ-пĕрисем I-мĕш кварталта япăхрах ĕçленĕ пулин те, апрель уйăхĕнче вĕсен ĕçĕнче ỹсĕмсем палăра пуçланă. Анчах Вăрмарти сĕт заводĕнче çапла тесе калаймăн. Çавăнпа та калаçăва хутшăннă чылай руководительсемпе предпринимательсен унăн директорĕ В.Федоров патне чылай ыйтусем пулчĕç. Мĕншĕн ĕнесем сĕт антарнă вăхăтра завод ĕçлемест? Тăпăрчă шывне халăха леçсе пама çук-и? Тата ытти нумай ыйтусем пачĕç Виктор Сергеевича. Тулли хуравсем илейменрен пулĕ, завод шăпи тавра чылайччен калаçу пычĕ.

Райпо канашĕн председателĕ К.Никитин çакăн пек цифрăсем илсе пачĕ: халĕ районта çак системăна кĕрекен 70 яхăн суту-илỹ вырăнĕ ĕçлет, çав вăхăтрах уйрăм предпринимательсем - 200. Паллах, конкуренци условийĕсенче ĕçлеме йывăр. Анчах чăн йывăрлăх - пĕр-пĕрне ура хурса пынинче. "Килĕштерсе ĕçлес тесен пĕр-пĕрне хирĕç утăм тумалла", - терĕ Константин Владимирович.

Чăн та, чылай предприятисем умĕнче йывăрлăхсем пур. Анчах та вĕсене çĕнтерсе малаллах ăнтăлакансем те сахал мар. Хăшĕ-пĕрисене кăна асăнар. "Юман", "Уют", "Алекс" , "Вăрмарти çĕвĕ фабрики" тата ытти предприятисем. Акă, çĕвĕ фабрикине С.Белоусова ертсе пыма тытăннă хыççăн, кĕске хушăрах предприяти умĕнчи парăмсене татма пултарнă. Анчах кунта халĕ тепĕр йывăрлăх - çĕвĕçсем çитмеççĕ. Çав хушăрах ĕçпе тивĕçтерекен центрта вуншар-вуншар çĕвĕç учетра тăрать. Сăлтавĕ те уçăмлах иккен - чылайăшĕ вĕсенчен вăрттăн "цехсенче" ĕçлеççĕ (унта ĕçлекенсен йышĕ фабрика ĕçченĕсен йышĕнчен икĕ хут та пысăкрах терĕç хăшĕ-пĕрисем).

Район пуçлăхĕн заместителĕ - финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев ял тăрăхĕн пуçлăхĕсен бюджетсене пуянлатас тесен предпринимательлĕхе аталантармалли çинчен шутламаллине каларĕ.

Нумай руководитель, предприниматель хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ. Анчах пурте пĕр шухăш патне пычĕç - пурин те пĕрле пулса халăх ырлăхĕшĕн тăрăшмалла, кадрсем хатĕрлесси, пĕрлĕхлĕ информаци центрĕ тăвасси курăмлă вырăн йышăнмалла, хамăр районти суту-илỹ вырăнĕсенче хамăр продукци ытларах пултăр, ăна республикăн ытти кĕтесĕсене çитермелле.

Хамăр продукципе вара мухтанмалăх пур. Çакна "çавра сĕтел" хыççăн райпо ĕçченĕсем хăйсем туса кăларакан апат-çимĕçпе паллаштаракан выставки те çирĕплетсе пачĕ.

В. ТОЛМАТОВ.



24 мая 2006
00:00
Поделиться