Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕчĕкренех вĕрентмелле

о Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ

Пĕчĕкренех вĕрентмелле

"Ача-пăча ырра курсан ырă пулать, усала курсан усал пулать", - тесе каланă мĕн ĕлĕкрен. Анчах та юлашки вăхăтра ырри сахалтарах-ши, е ачасем патне лайăххине çитерме пĕлместпĕр-ши? Тỹрккес те кăнттам калаçакан ачасене час-часах курма тивет. Ку шухăшпа Мăнçырмари Тихвински чиркĕвĕн пачăшки Леонид атте те килĕшет. "Çамрăк хунава ăçталла авса яран - çавăнталла çитĕнет. Ача-пăча та çавах. Мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс воспитани парассишĕн тăрăшмалла. Сехетĕн икĕ юппи вăхăт миçе çитнине кăтартать. Ăна ĕçлеттерме вара сехетĕн тепĕр енче мĕн тĕрлĕ кăткăс механизм ĕçлет. Пирĕн те ачасене пăхса ỹстерме çав механизм евĕрлех вăй хума тивет", - тет Леонид атте.

Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ Леонид атте районти шкулсене, ача-пăча сачĕсене тухса çỹресе ачасемпе, унта ĕçлекенсемпе тĕл пулса воспитани темисемпе калаçу ирттерет. Çемьере, çын хушшинче хар-пăр хăйне мĕнле тытмаллине вĕрентет. Çакăн пек тĕл пулусем ачасемшĕн те, ашшĕ-амăшĕсемшĕн те усăллă. Тỹрĕ чунлă та ырă кăмăллă ачасем çитĕнесси пурте хамăртанах килет пулĕ.

Акă, нумаях пулмасть Леонид атте матушкипе районти 3-мĕш номерлĕ "Зоренька" ача-пăча садикĕнче пулчĕç. Унта вĕсене хапăл туса кĕтсе илчĕç. Ачасем тĕрлĕ сăвă-юрăсемпе савăнтарчĕç.

А. НИКОЛАЕВА.



24 мая 2006
00:00
Поделиться