Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тĕллевсем палăртрĕç

о Çырав 2006

Тĕллевсем палăртрĕç

Кĕçех Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ иртет. Унăн пĕлтерĕшĕ пирки тепĕр хут калама кирлĕ те мар. Çырава ăнăçлă ирттерсе ярас пирки пычĕ те калаçу район администрацийĕнче иртнĕ канашлура. Унта хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата ытти яваплă çынсем хутшăннă.

Чи малтанах Чăвашстатăн районти тĕп специалисчĕ Т.Петрова тата çырава ирттерес çĕрте районти штатра тăман экономист В.Димитриева ял хуçалăх çыравне еплерех хатĕрленни тата ăнăçлă ирттересси пирки каларĕç.

Ял хуçалăхĕнче пурăнакансем - О.Иванов Энĕшпуç тата Энтрияль ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хăйсен территорийĕсенче çырава хатĕрленес ĕç пирки тухса калаçрĕç.

Район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Ю.Ефимов пушар хăрушлăхĕ пирки чарăнса тăчĕ, тĕслĕхсем илсе кăтартса çитменлĕхсене асăрхаттарчĕ. Ку ыйтупа çавăн пекех районти пушар чаçĕн начальникĕ В.Ефремов тухса калаçрĕ.

Канашлура тата ытти тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухрĕç, тĕллевсем палăртрĕç.

А. НИКОЛАЕВА.



24 мая 2006
00:00
Поделиться