Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Яла - çамрăк кадрсем

о Президент Указне - пурнăçа

Яла - çамрăк кадрсем

Ялсенче общество инфраструктурине аталантарас енĕпе тунă çитĕнỹ шайне тата унăн хăвăртлăхне шута илсе, экономикăна тивĕçлĕ аталантарас тата Чăваш Республикин агропромышленность комплексне кадрсемпе тивĕçтерес ĕçе лайăхлатас тĕллевпе ЧР Президенчĕ Н.Федоров ятарлă Указ кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн ял хуçалăхне ĕçлеме килекен çамрăксене пысăк пулăшу параççĕ. Малтанлăха вырнаçма 100 пин тенкĕ пĕр хутчен пособи, пурăнмалли çурт-йĕр тума унăн хакĕн 70 проценчĕ таран субсиди уйăраççĕ. Ку çамрăксемшĕн чăнахах та питĕ пысăк пулăшу. Ял хуçалăхĕнче ĕçлеме вара хамăр республикăрах кадрсем хатĕрлеççĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академинче темиçе тĕрлĕ специальноçа та вĕренсе алла диплом илме пулать. Агрономи факультетĕнче 2003 çултан пуçласа "Земельные ресурсы и их качественная оценка" уйрăмĕ ĕçлеме тытăннă. Унта çĕр енĕпе ĕçлекен специалистсене вĕрентсе хатĕрлеççĕ, кăнтăрла та заочнăй майпа та пĕлỹ илме пулать. Ку уйрăмра пирĕн районтан та 2004-2005 вĕренỹ çулĕсенче 5 çамрăк вĕренме кĕнĕ. А.Иванов, А.Гаврилов, Т.Павлова, В.Петрова, А.Семенов çак специальноçа ăнăçлă алла илсе хамăр районах ĕçлеме килеççĕ. Ку уйрăма кăçал та вĕренме кайма майсем пур. Кăмăл тăвакансем кун çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесен районти çĕр комитетне килсе ыйтса пĕлме пултараççĕ. Вăл Росгосстрах çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче вырнаçнă. Çамрăк та ăста кадрсем çитменнипех ĕнтĕ çĕрпе тухăçлă усă кураймастпăр. Апла ан пултăр тесен кашни çыннăн харпăр-хăй килĕшĕн, урамĕшĕн, ялĕшĕн, районĕшĕн яваплăха туймалла. Кашни лаптăк çĕр çынна усă патăр тесе тăрăшмалла. Унсăрăн пире çум курăкпа хăй тĕллĕн ĕрчесе кайнă вăрман хупласа илĕ.

В. КУЗЬМИН,
районти çĕр комитечĕн
тĕп специалисчĕ.


24 мая 2006
00:00
Поделиться