Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чир-чĕртен асăрханса

о Кайăк грипĕ

Чир-чĕртен асăрханса

Кайăк-кĕшĕк грипĕнчен асăрханас тĕллевпе Чăваш Республикин прокуратурин хушăвĕпе транспорт прокуратури пур çĕрте те тĕрĕслỹсем ирттерет. Акă нумаях пулмасть "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинче чире хирĕç саккуна еплерех пăхăнса ĕçленипе интересленнĕ. Кунта вăй хуракансене грипа хирĕç пурне те прививка тунă. Вĕсем çулталăкра пĕрре - кашни çуркунне медосмотр тухаççĕ. "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикине пропускпа кĕртмеллине палăртнă. Территорине тимĕр-бетонпа тытса çавăрнă. Производство пỹлĕмĕсене кĕрекен çĕрте 4 процентлă каустика содипе дезинфекциленĕ кавирсем сарса хунă, вĕçен кайăксем вĕçсе ан кĕччĕр тесе чăх-чĕп витисен алăкĕсене тимĕр решеткесемпе хупланă. Кайăк-кĕшĕк фабрикин администрацийĕ районти ветеринари станцийĕпе килĕшỹллĕн ерекен чирсене хирĕç кĕрешмелли план туса хатĕрленĕ, профилактикăлла мероприятисем ирттерсех тăраççĕ. Предприятинче дезинфекци тумалли саппас япаласем пур. Çавăн пекех карантин вăхăчĕ пулас пулсан, выльăх-чĕрлĕх валли 30 талăклăх апат çителĕклĕ. Чăх-чĕпсене "Марека", "Гамбора", "Ньюкасла", "ИБК", "ССЯ" инфекци чирĕсенчен профилактикăлла вакцинацине тăтăшах туса тăраççĕ. Тутарти регионаллă ветеринари лабораторийĕ тăтăшах тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслỹсем ирттерет. Вĕсен кунта тĕрĕслĕве регистрацилекен журнал пур. Юрăхсăра тухнă, таса мар япаласене пуçтарса пыма ятарлă контейнер лартнă. Ял тăрăхĕн администрацийĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн чир-чĕр килсе çитес пулсан, чăх-чĕп виллисене пытарма ятарлă вырăн туса хатĕрленĕ. Нумаях пулмасть хуçалăхра Чăваш транспорт прокуратури Россельхознадзор специалисчĕсемпе çĕнĕрен тĕрĕслỹ ирттерчĕ. Нумай ĕç туса ирттернĕ пулин те, хăш-пĕр çитменлĕхсем те юлнă. Вĕсене вăхăтра пĕтерме кирлине палăртса хăварнă.

А. КУДРЯШОВ,
Чăваш транспорт
прокурорĕн помощникĕ.


27 мая 2006
00:00
Поделиться