Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Музей - ĕлĕкхипе паянхи кун çыхăнăвĕ

о Аваллăх управçисен кунĕ

Музей - ĕлĕкхипе паянхи кун çыхăнăвĕ

Музей алăкне уçса пăхнă çын аваллăх управçин асамлăхĕпе тĕлĕнтермĕшне, хăйнеевĕрлĕхне туйса илнех ĕнтĕ, мĕншĕн тесен музей вăл - общество ĕçĕ-хĕлĕнче хăйне майлă пулăм, вырăн. Унта пирĕн йăх-тымарсен, несĕлĕмĕрсен пурнăçĕ, культури, историйĕ сăнарланнă. Музей кăна аваллăхпа паянхи кун çыхăнăвне йĕркелеме пултарать-çке. Апла унăн пĕлтерĕшĕ пирĕншĕн çав тери пысăк.

1977 çултанпа майăн 18-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчери музей кунне уявлаççĕ.

Çак куна пирĕн районти аваллăх управçин ĕçченĕсем те пысăк хавхаланупа ĕçлĕ лару-тăрура ирттерчĕç.

Ку хутĕнче районти тавра пĕлỹçĕсем, аваллăх управçин ĕçченĕсем, тăван ен культурине вĕрентекенсем, библиотекăра вăй хуракансем Арапуçĕнчи историпе краеведени музейĕнче пуçтарăнчĕç.

Чăн малтанах музей историйĕпе тĕплĕн паллашрĕç вĕсем. Ăна 1993 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнче Иван Михайлович Михайлов хисеплĕ те сумлă колхоз председателĕ, РСФСР ял хуçалăх, ЧАССР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав" орденĕн, "Ĕçре палăрнăшăн" медаль кавалерĕ тăрăшнипе уçнă. Музее çитсе курнисем асăрхарĕç пулĕ: еплерех илемлĕ те капмар, çĕнĕ çурта вырнаçнă вăл. Виçĕ пысăк пỹлĕмĕнче те чăвашсен историлле сăн-сăпатне ĕнентерỹллĕн кăтартма пултарнă. Пăхатăн та - кунта кашни стенчĕ, кашни экспоначĕ нимпе виçсе хаклайми пулнине чунпа туйса илетĕн. Шăпах çакă паян пире хамăр пурнăçа, культурăна, историне ăнланмашкăн пулăшать. Иртнисĕр малашлăх çук теççĕ.

"Чун ыйтнипе ĕçлетпĕр, халăх та пулăшать экспонатсене пуçтармашкăн", - кăмăллăн пĕлтерет музей директорĕ А.Викторова.

Халăх та кĕрсе çỹрет, тĕрлĕ выставкăсене, мероприятисене хутшăнать - апла музей пурăнать-ха.

Районти музей ытти сферăсене епле витĕм кỹрет тата ытти те - çак ыйтăва хускатрĕç пухăннисем. Акă ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ, Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕ В.Николаев çапла каларĕ: "Музей ачасене воспитани пама пулăшать. Мĕншĕн тесен вĕрентỹпе, воспитанипе, культурăпа тачă çыхăннă вăл".

Тепĕр çивĕч калаçу вăл - И.Я.Яковлев уçнă Чĕмпĕр шкулĕнчен вĕренсе тухнă тăван район çыннисем çинчен пулчĕ. "Пирĕн районтан 24 çын вĕреннĕ унта. Вĕсем пирки пуян материал пухса компьютерлĕ майпа та пулин брошюра кăларасчĕ", - пĕтĕмлетрĕ хăй шухăшне Вăрмарти краеведени музейĕн директорĕ В.Цыфаркин.

Энĕшпуçĕнчи тавра пĕлỹçĕ, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ И.Криков çак ĕçре пысăк опыт пухнăскер усăллă сĕнỹсем пачĕ. Асăнмалăх музее кĕнеке "Ведай край свой - Шоркистры" (авторĕ те хăйех) тата икĕ портрет (Порфирьев, вăл Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ тата районти Совет Союзĕн Геройĕн А.Казаковăн сăнĕсене) парнелерĕ.

Кунтах музыкăна вĕрентекен Е.Краснова хитре те çепĕç сассипеле илемлĕ юрăсем - романссем шăрантарчĕ, кĕввине те хăй каларĕ. Çапла ĕçлĕ лару-тăру пуриншĕн те усăллă иртрĕ, нумай сĕнỹсем пулчĕç.

И. АНТОНОВА,
обществăлла корреспондент.



27 мая 2006
00:00
Поделиться