Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Н. Федоров: "Масар çинчи йĕркелĕх - пирĕн кăмăл-сипет тивĕçĕ"

Н. Федоров: "Масар çинчи йĕркелĕх - пирĕн кăмăл-сипет тивĕçĕ"

Халăх валли тивĕçлĕ пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси, çывхарса килекен Çветтуй Троица уявĕ, Республика кунне хатĕрленесси - çакăн пек тĕп темăсене сỹтсе явнă республикăри Министрсен Кабинечĕн йăлана кĕнĕ черетлĕ планеркинче. Ăна Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров ертсе пынă.

Канашлу пуçламăшĕнче Президент çакна палăртнă: ипотека кредичĕн процент ставкисем вĕсене пама тытăннăранпа пĕрре те пĕчĕкленмен. Çав вăхăтрах 2000 çултан пуçласа инфляци те, РФ Тĕп перекет банкĕн рефинансировани ставки те темиçе те чакнă. Çавна май çакăн патне çитсе тăтăмăр: маларах 19 процентпа ипотека кредичĕ илнĕ заемщик паян çулталăкне 12-14 процентпа çурт-йĕр тума ипотека кредичĕ илекенрен чылай япăхрах лару-тăрăва лекнĕ.

Малалла Н.Федоров çакна пĕлтерчĕ: çурт-йĕр ипотека кредичĕн банк ставкисене пĕчĕклетес тĕллевпе паян заемщиксен кредитне çĕнĕрен пăхса тухмалли схема çуккине пула, Чăваш Республикинчи Ипотека корпорацине, вăл вара çурт-йĕр ипотека кредичĕн Федераци агентствин операторĕ шутланать, çапла хушу паратăп: ку тĕлĕшпе кăсăкланакансемпе канашласа çывăх вăхăтрах заемщиксен кредичĕсене пăхса тухмалли ĕçе пуçăнмалла. Процент ставкисене чакарма республикăри мĕн пур коммерци банкĕсене чĕнсе калатăп.

Федераци регистраци службин Чăваш Енри управленине çапла сĕнỹ паратăп: кĕске тапхăртах çак ĕçе бюрократирен хăтармалла, çурт-йĕр ипотека кредит заемщикĕсен докуменчĕсене хăвăртрах çĕнетсе улăштармалла.

Республика ертỹçи çакна та палăртнă: вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене темиçе хутчен те асăрхаттарнă пулин те, республикăри нумай масар япăхса кайнă. Вĕсене тирпейлесси тата тытса тăрасси питĕ начар пулса пырать. "Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе вĕсен суйлавçисемшĕн аслă несĕлĕмĕрсен вил тăприйĕсене пăхса тăрасси чи таса тивĕç пулмалла, - тенĕ Николай Федоров. - Масар çинчи йĕркелĕх çитĕнче пыракан ăрăва тĕрĕс воспитани парас тĕлĕшпе те паллă вырăн йышăнмалла. Ахальтен каламан вĕт ваттисем: аваллăхсăр малашлăх çук".

ЧР ПА пресс-служби.



27 мая 2006
00:00
Поделиться