Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Субсиди илес тетĕр пулсан

о Ыйтăр - хуравлатпăр

Субсиди илес тетĕр пулсан

Министрсен Кабинечĕн 2005-мĕш çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче тухнă "Коммуналлă пулăшусемшĕн тата çурт-йĕршĕн тỹлемелли йĕркене çĕнетсе лайăхлатасси" йышăнупа килĕшỹллĕн сахал тупăшлă çемьесен кил-çурта ăшăтма, хваттершĕн, коммуналлă хуçалăх ĕçĕсемшĕн, апат пĕçерме, шыв ăшăтма, çут çанталăк газĕпе, çĕр кăмрăкĕпе е вут-шанкăпа, газ баллонĕпе усă курнăшăн субсиди илме пултараççĕ.

Субсиди илес пулсан çемье тупăшĕ кашни çын пуçне республикăри пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен иртмелле мар. 2006 çулхи иккĕмĕш кварталшăн ку виçе ĕçлекенсемшĕн 2730 тенкĕпе танлашать, пенсионерсемшĕн - 1906 тенкĕпе, 16 çул тултарман ачасемшĕн - 2480 тенкĕпе.

Субсиди укçине илес тесен мĕнле хутсем пуçтармалла-ха?

Ĕçлекен çынсен ултă уйăх ĕç укçине, кам ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăрать, вĕсен унтан 6 уйăх илекен пособи справкине илсе памалла. Енчен те ĕçлекен çын ĕçе вырнаçса е икĕ уйăх çеç ĕçлет пулсан та пĕрре е икĕ уйăх ĕç укçине кăтартса субсиди илме заявлени çырма пултараççĕ.

Пенсионерсен и инвалидсен 6 уйăх пенси, ача пуррисен, ача укçи илни çинчен справкăсем кирлĕ.

Предпринимательсем хăйсен ĕçĕнчи юлашки икĕ квартал тупăшне кăтартса панă декларацине налук инспекцине тăратса, вĕсем ăна йышăнни çинчен паллă туса панă хыççăн çеç субсиди илме пултараççĕ.

Çемье тупăшне çĕрпе, выльăх-чĕрлĕхпе усă курса илнĕ тупăш та кĕрет. Çемьере усă куракан çăмăллăхсене те шута илеççĕ: ĕçпе вăрçă ветеранĕсене, салтак арăмĕсене, инвалидсене.

Çут çанталăк газĕпе усă куракан çемьесен "Чăвашрегионгаз" тулли мар яваплă обществăн Вăрмарти участокĕнчен 6 уйăх хушши газпа усă курнăшăн тỹлени çинчен калакан справка илес пулать. Хваттерте пурăнакан граждансен Вăрмарти "УЖКХ" муниципаллă учрежденирен коммуналлă хуçалăх ĕçĕсемшĕн тỹленĕ квитанцине тăратмалла. Хваттершĕн, газшăн парăм пулмалла мар, ăна кашни уйăхра вăхăтра тỹлесе пырас пулать, унсăрăн субсиди шутласа памаççĕ.

Хваттерти çут çанталăк газĕпе усă куракан çемьесене субсиди кашни уйăхра 6 уйăх хушши шутласа параççĕ. Çавăнпа та вĕсем кашни 6 уйăхрах çĕнĕрен мĕн пур кирлĕ документсем пуçтарса ял тăрăхĕн администрацине пырса заявлени çырма пултараççĕ.

Субсиди докуменчĕсене уйăхăн пĕрремĕшпе вун пиллĕкмĕш кунĕсен тĕлне пуçтарса парсан субсиди çав уйăхпа шутланать, вунулттăпа уйăх вĕçĕ тĕлне пуçтарса парсан - тепĕр уйăхпа шутланса каять.

Кил-çурта вутă е çĕр кăмрăкĕпе хутса ăшăтакансене Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕ тăрăх субсидине вутă, çĕр кăмрăкĕ туяннă хыççăн çеç параççĕ. Çавăнпа та туяннăшăн панă документа çухатмалла мар, çийĕнчех ытти кирлĕ документсемпе пĕрле субсиди илме тăратмалла. Вутă е çĕр кăмрăкĕпе усă куракан çемьесене субсидине пĕр çулталăка шутласа параççĕ. Кашни çемьен субсиди тĕрлĕрен тухать.

Субсидие укçан перекет банкĕ урлă кашнине хăйĕн кĕнеки çине куçарса параççĕ, çавăнпа та заявлени çине кĕнеке номерне кăтартса çырмалла. Тивĕçлĕ документсене пуçтарса ялти çынсен ял тăрăхĕн администрацине, Вăрмар хула тăрăхĕн çыннисен - районти социаллă аталану пайне 106-мĕш пỹлĕме пырса памалла. Хăвăрăн, хăвăрпа пĕрле пурăнакан çынсен паспорчĕсене илсе пымалла.

Районта субсиди парас ĕçе йĕркелесе ярас тĕлĕшпе комисси ĕçлет. 2006-мĕш çулта 4 уйăх хушшинче унта 49 заявлени пăхса тухнă. Кăçалхи çул 712 çемьене субсиди укçипе тивĕçтернĕ.

Субсиди илме пултаракан граждансене районти социаллă аталану пайĕнче е ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче тĕплĕнрех ăнлантарса параççĕ.

Субсиди илме васкăр. Эпир сире яланах пулăшма хатĕр.

Т. НОВОСЕЛЬЦЕВА,
райадминистрацин социаллă аталану
пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ.



27 мая 2006
00:00
Поделиться