Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Такăр çул сире, çамрăксем

Такăр çул сире, çамрăксем

Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи шкулсенче юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Çак кĕмĕл саслă, урока йыхăракан шăнкăрав юлашки хут 9 тата 11 классенче вĕренекенсем валли сас пачĕ. Çирĕплетнĕ йĕркепе шкултан вĕренсе тухакансен экзамен вăхăчĕ пуçланать. Çапах та патшалăхăн пĕрремĕш пĕрлĕхи экзаменĕсем, кăшт маларах, çу уйăхĕн 19,23-мĕшĕсенче Шупашкарпа Çĕрпỹ хулисенче ют чĕлхе, хими, обществознани предмечĕсемпе иртнĕ.

Хамăр районта ППЭ майăн 30-мĕшĕнче - вырăс чĕлхипе, июнĕн 5-мĕшĕнче математикăпа иртĕ.

Районти кăçал шкулсенчен тăххăрмĕш класран 476 ача, вун пĕрмĕшĕнчен - 358 çамрăк вĕренсе тухса алла аттестат илĕ. Такăр çул тата ăнăçу пултăр сире, çамрăксем.

П. АЛЕКСЕЕВ.



27 мая 2006
00:00
Поделиться