Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕненỹ, шанăç, юрату çулĕпе

о Тĕн

Ĕненỹ, шанăç, юрату çулĕпе

Шупашкар-Чăваш епархийĕн архиерейĕ Варнава Митрополит çуралнăранпа 75 çул çитрĕ. Вăл ĕмĕрхи ăс-хакăлпа этеплĕх хакĕсене çĕнĕрен чĕртсе тăратассишĕн пысăк вăй хунă, хурать те. Варнава Владыка тăрăшнипе республикăра патшалăхпа чиркỹ хушшинче çирĕп çыхăну йĕркеленнĕ. Турра ĕненекенсен кăмăл-сипетне çирĕплетессишĕн нумай çул тăрăшнăшăн ăна "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медальне парса чысланă. Варнава Митрополита хисеплесе тата Аслă Мăнкун - Христос чĕрĕлнĕ куна чысласа Çĕнĕ Шупашкарти Владимир княç ячĕллĕ чиркĕве çỹрекенсем хĕрес йăтса вăрăм çула тухнă. Чи малтанах республикăри кăнтăр районĕсенчи чиркỹсенче, унтан Канашра, Тăвайĕнче пулса пирĕн районти Михаил Архистратиг чиркĕвне çитнĕ. Кунта Мăнçырмари Тихвин Турă амăшĕ чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид атте Турра ĕненекенсемпе пĕрле хутшăннă. Тĕне, ырă пурнăçа аталантарассишĕн кĕлĕ ирттернĕ. Унтан каллех çула тухнă. Хальхинче вĕсен маршручĕ "Вăрмар - Куславкка - Сĕнтĕрвăрри - Çĕнĕ Шупашкар" пулнă. Вăрмар кукрине çитичченех ăсатрĕç вĕсене пирĕн районти турра ĕненекенсем. "Ĕненỹ, шанăç, юрату çути вăй-хăват парса пурнăçа лайăхлатма пулăшать", - терĕç вĕсем.

А. НИКОЛАЕВА.



31 мая 2006
00:00
Поделиться