Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Туслă коллективра ĕç ăнать

о Наци проекчĕ

Туслă коллективра ĕç ăнать

"Строительство отраслĕнче эпир питĕ пысăк тĕллевсем лартрăмăр - çурт-йĕр тăвас енĕпе хăвăртлăха ỹстермелле, çулталăкра 1 миллион тăваткал метр таран пурăнмалли çурт-йĕр хута ямалла", - тенĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.

Чăваш Ен пурăнмалли çурт-йĕр строительствин калăпăшне çине тăрсах вăйлатса пырать. Эпир те, "Урмарская" коллективлă строительство организацийĕ" хупă акционерлă обществăн ĕçченĕсем, район çыннисене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерессишĕн пур вăй-халпа тăрăшатпăр.

Пирĕн организацин тĕп ĕçĕ- пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси. Çавна май кăçал поселокри К.Иванов урамĕнче тепĕр тăватă хутлă, 24 хваттерлĕ капмар çурт çĕкленет. Çакна палăртмалла: çурт-йĕр туянассипе тĕрлĕ программа ĕçлет. Акă "Социаллă çурт-йĕр", "Çамрăк çемье" тата ытти программăсем те вăйра. Çак çурт-йĕре хăпартнипе пĕрле ача-пăча площадки те тума палăртнă.

Строительствăра тĕрлĕ йышши ĕç тума тем тĕрлĕ техника та кирлĕ. Ку енĕпе вара пирĕн çивĕч ыйту тăмасть. Мĕн кирли пĕтĕмпех пур.

Ĕç ăнăçлăхĕн пысăк проценчĕ, коллективри ĕçченсен пуçарулăхĕпе тăрăшулăхĕнчен килет. Туслă коллективра ĕç ăнать. Пирĕн коллектив вара хăйĕн çирĕплĕхĕпе, шанчăклăхĕпе палăрса тăрать. Строительство объекчĕсене тăвассине планпа, вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçласа пырать.

И. ЗАКОНОВ,
тĕп инженер.



31 мая 2006
00:00
Поделиться