Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ухинкке таврашĕсем

о Династи

Ухинкке таврашĕсем

Чĕмпĕрти И.Я.Яковлев шкулĕ XIX ĕмĕр вĕçĕнче учительсем хатĕрлесе чăваш халăхне çутта кăларас енĕпе калама çук пысăк ĕç туни çинчен хаçат-журналсенче сахал мар çырнă, малашне те çырĕç. Вĕсен шутĕнче çак шкулта вĕреннĕ Атайкасси ялĕнчи Николай Ефремович Ефремовпа унăн йăмăкĕ Иульяна Ефремовна Ефремова та пулнă. Паян сăмах вĕсем пирки.

- Пирĕн мăн асаттесене Ухинкке таврашĕсем тенĕ. Атайкассине Энтриялĕнчен чи малтан куçса килнĕ çемесенчен пĕри пулнă, - çапла çирĕплетсех каланăччĕ ун чухне Василий Игнатьев, Н.Е.Ефремовăн пиччĕшĕн (Йăкăнатăн) ывăлĕ.

- Ухинккесен Тихон, унăн виçĕ ывăл: Иван (çак статья авторĕн кукамăшĕн Христинăн ашшĕ), Ефрем, Григорий пулнă. Чĕмпĕрти И.Я.Яковлев шкулĕнчен вĕренсе тухнисем - Николайпа Иульяна (Лиза ятлă хĕрача та пулнă) - шăпах Ефрем ачисем. Ефрем Тихоновичăн эппин.

Вăхăт иртнĕ май Николай Ефремович Ефремовăн вĕренсе тухнă хыççăнхи малашнехи пурнăçĕпе, çемйипе паллашма, нумай çĕнни пĕлме май килчĕ. Ку енĕпе пире "Хыпар" хаçатра пичетленсе тухнă Г.Скворцов статйи пулăшрĕ. Анчах та Иульяна Ефремова Чĕмпĕрти И.Я.Яковлев шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ăçта, хăш ялта ĕçлени, малаллахи пурнăçĕ мĕнлерех килсе тухни çинчен тĕпчесе нимех те пĕлеймерĕмĕр-ха.

Николай Ефремович Ефремов 1876 çулхи ноябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнине кĕрекен Çĕрпỹ уесĕнчи Атайкассинче çуралнă. 1891-1897 çулсенче Чĕмпĕрте учителе вĕренсе тухсассăн пĕр тапхăр шкулта ачасене вĕрентнĕ. Каярахпа Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕрекен Сĕнчел уесĕнчи Елаур салине священнике куçнă. Амăшĕ - Анна Ивановна - хăй пурнăçне ачасене вĕрентсе ирттернĕ.

1917 çулхи революци хыççăн чиркỹре ĕçлекенсене хĕсме тытăннă пирки Николай Ефремович 1926 çулта хальхи Вăрнар районĕнчи Вăрманкаса çемйипех куçса каять. Унта мăшăрĕпе иккĕшĕ те шкулта ачасене вĕрентме тытăнаççĕ.

Вĕсен хĕрĕ - Шура, 1915 çулта Елаур салинче çуралнăскер, ашшĕпе амăшĕн çулĕпех кайма ĕмĕтленет. Нурăсра вăтам пĕлỹ илнĕ хыççăн малтан учительсен институтĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн 1939 çулта Шупашкарти педагогика институтне вырăс чĕлхипе литературин уйрăмне пĕлỹ илме кĕнĕ. Вăл вăхăтра Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи пынă пулсан та хăй ĕмĕтне пурнăçлатех: 1944 çулта диплом илетех. Çав тапхăрта, куçăмсăр вĕреннĕ май, Вăрманкасри шкулта ĕçлет. Мал ĕмĕтлĕ учитель вырăс чĕлхипе литературине наци шкулĕсенче вĕрентмелли методикăна çĕнетессипе вăй хума тытăнать. Часах вăл Чиркỹллĕ Хапăсра çуралнă, аспирантура вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Мускаври наци шкулĕсен тĕпчев институтĕнче методистра ĕçлекен Елизавета Васильевна Ефремовăпа паллашса ăна хăйĕн шухăшĕсене каласа парать. 1952-1953 вĕренỹ çулĕн пуçламăшĕнче Вăрманкас шкулне Мускав институтĕнчен методистсен ушкăнĕ килет. Вăрманкасра наци шкулĕсенче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентмелли методикăна тĕпчесе çĕнетмелли, экспериментсем ирттермелли никĕс шкулĕ туса хураççĕ.

1971 çул. Çак вĕренỹ çулĕ тĕлне Александра Николаевна наци шкулĕнчи 5-мĕш классенче вĕрентмелли "Русская литература" кĕнекине пичетлесе кăларнă. Мухтава тивĕçлĕ учебник-хрестомати пулнă вăл.

Александра Николаевна Посадскаян пархатарлă ĕçне Правительство хăй вăхăтĕнче тивĕçлипе хакланă. Ăна 1959 çулта ЧАССР, 1963 çулта РСФСР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕн ячĕсене панă. Пултаруллă та сăпайлă вĕрентекене коммунистсен партийĕн XXIII съезчĕн делегатне суйланă. Вăл КПСС Чăваш обкомĕн членĕ пулнă. 1967 çулта октябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче унăн ятне Чăваш Республикин Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ. Нумай медальсемпе наградăланă.

Пĕлтĕрхи ноябрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче Александра Николаевна Посадская çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Шел, пирĕнтен вăл 26 çул каяллах уйрăлса кайрĕ.

А.Посадскаян пиччĕшĕ Евгений Николаевич Ефремов та республикăри паллă çынсенчен пĕри. Вăл 1914 çулхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче çуралнă. СССР Журналисчĕсен союзĕн членĕ, "Красная Чувашия" хаçатăн Элĕк тата Çĕмĕрле районĕсенчи ятарлă корреспонденчĕ, "Правда" хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ пулнă. Евгени Ени псевдонимпа "Куккурус Вăрнар районĕн уй-хирĕсенче" тата "Вăрнар вăрман хуçалăхĕн стахановецĕсем" кĕнекесем кăларнă. Социализмлă Ĕç Геройне С.Короткова "Кульцав çутисем" кĕнекине çырма пулăшнă. Талантлă журналист 1961 çулта çĕре кĕнĕ.

В. МИРОНОВ.
Атайкасси ялĕ.



31 мая 2006
00:00
Поделиться