Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Акатуя - хăйне евĕр парне

Акатуя - хăйне евĕр парне

Кỹкеç поселокĕнче майăн 27 - 28-мĕшĕсенче Чăваш Республикин çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ чемпионатĕнче Вăрмарсем пысăк çитĕнỹ турĕç - район спортсменĕсем ентешсене паянхи Акатуй умĕн чăн-чăн парне кỹчĕç - командăсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç.

Л.Чумакова (Арапуç) - 200, Е.Александров - 800, И.Горблюк (иккĕшĕ те Патти) - 1500, И.Петров (Пысăк Енккасси) 500 метра чупса, Г.Афанасьев (Пысăк Енккасси) 10 километра хăвăрт утассипе пĕрремĕш вырăнсем йышăнчĕç. Тĕрлĕ дистанцисене чупассипе иккĕмĕш-виççĕмĕш вырăна Д.Иванов (Вăрмар поселокĕ), О.Кудряшова (Энĕшпуç), А.Иванов (Вăрмар поселокĕ), И.Горблюк (Патти), М.Алексеев, Л.Чумакова (Арапуç), С.Иванов (Патти) тухрĕç.

Л. АГАПОВА,
ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ.


03 июня 2006
00:00
Поделиться