Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

И.Я. ЯКОВЛЕВ ĕçтешĕсем - Вăрмар енре

И.Я. ЯКОВЛЕВ ĕçтешĕсем - Вăрмар енре

(Малалли. Пуçламăшĕ 37-мĕш номерте).

Мăнçырмапа Кавал чиркĕвĕсен свяшенникĕ халăх нушисемшĕн ĕçлесе те палăрса юлнă. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, "Кивĕ Вăрмар ĕçĕпе" унăн чылай çỹреме тивнĕ. Пăлхава хутшăннă тесе Çар сучĕ 17 чăваш хресченне çакса вĕлермелле йышăну тунине пĕлсенех Д.Ф.Филимонов Хусанти учительсен семинарийĕн директорĕпе Н.И.Ильминскийпе вĕсен шăпине çăмăллатас ĕçе хастар хутшăнать: документсем йĕркелет, хресченсем ларакан камерăсенче пулса вĕсемпе ăш-пиллĕн калаçса пăлханакан чунĕсене лăплантарать. И.Я.Яковлев, Н.И.Ильминский, Д.Ф.Филимонов, Н.М.Охотников тăрăшни харама кайман - хăрушла айăплавсене çăмăллатнă: пĕрисене каçарнă, теприсене каторгăна е ссылкăна янă.

1890-1891 çулсенчи хăрушла выçлăхра асапланакан Вăрмар енри хресченсене çăлас тесе Д.Ф.Филимонов пысăк ĕç туса ирттернине те манмалла мар. Вăл хăйĕн тĕслĕхĕпе мĕн чухлĕ чăваша ырă ĕç тума хавхалантарнă пулĕ...

"Эпĕ хама тăван халăхăн çĕнĕ çырулăхĕн сăпки умĕнче тăма тỹр килнишĕн чи телейлĕ çын тесе шутлатăп. Эпĕ чăвашсен пĕрремĕш букварьне тума, тĕрлĕ хайлава вырăсларан чăвашла куçарма чи илемлĕ урапа кустăрмин юлашки шăлĕ пекех вăй хутăм. Эпир тăван халăх культурине чăннипех малалла аталантарас тĕллевпе пĕр тỹлевсĕр çакна ăс-тăнпа ăнланса, чун-чĕререн парăнса ĕçленĕ", - тесе çырнă Д.Ф.Филимонов "Хыпар" хаçат никĕслевçи Н.В.Никольский патне.

И.Я.Яковлев Д.Ф.Филимонова чăваш архиерейĕ вырăнĕнче курнă, ăна вăл чăваш священникĕсенчен чи ăсли, чи пултарулли тесе шутланă. Д.Ф.Филимонов Вăрмар енре 11 çул ĕçлесе хăй çинчен ырă ят хăварнă.

"Эпĕ Çĕнĕ Завета тата Псальтыре куçартăм. Чăвашла куçарнă чухне мана Петр Васильевич Васильев священник пулăшрĕ", - аса илнĕ И.Я.Яковлев.

П.В.Васильев Шупашкар уесĕнчи Кутемер ялĕнче çуралса ỹснĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен, Хусанти вырăс мар халăхсен учительсем хатĕрлекен семинаринчен вĕренсе тухнă. Чăваш шкулĕнче 1877-1899 çулсенче ĕçленĕ, ялти шкулсенче (1889 - 1899) вĕрентекен пулнă. 1899 çултанпа - священник. Мĕншĕн интереслентерет-ха пире çак çын? Ара, И.Я.Яковлев вĕренекенĕ, ĕçтешĕ пирĕн районти Паттири тата Энĕшпуçĕнчи чиркỹсенче ĕçленĕ-çке, кунти училищăсенче вĕрентнĕ.

1881 çулта И.Я.Яковлев Н.И.Ильминские çапла çырса пĕлтерет": "Шкулта вĕрентỹ ĕçĕ çак çур çулта нихçанхинчен те лайăх пычĕ: Филимонов, Васильев тата Петров учительсем чăвашсене вĕрентессине ытларах та ытларах тимлĕх уйăрма тытăнчĕç, çавăн пек ĕнтĕ пирĕн шкулăн çирĕп çул-йĕрĕ йĕркеленет. Эпир тĕрĕс çулпа пыратпăр пулмалла", Иван Яковлевич П.В.Васильева яваплă ĕçсене шаннă, мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесех тăнă. Кирлех-тĕк, çивĕччĕн асăрхаттарма та пултарнă, Акă, 1880 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче çырнинчен: "1878 çулхи август уйăхĕнче эпĕ Сире Чĕмпĕрти тĕп чăваш шкулĕн библиотекине тата вĕрентỹ пособийĕсем тĕлĕшпе яваплăха илме хушрăм. Вĕсене йĕркене епле кĕртмеллине тата вĕренекенсене мĕнле тивĕçтермелли кăтартрăм. Шел пулин те, Эсир эп хушнине чунтан пурнăçламаннине асăрхарăм. Çавăнпа та кĕске вăхăтрах вĕрентỹ кĕнекисене, вĕрентỹ пособийĕсене йĕркене кĕртме хушатăп". Хусан вĕренỹ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ И.Яковлев".

Тепĕр çырăвĕнче И.Я.Яковлев П.В.Васильева вĕрентỹ ĕçне лайăх йĕркеленĕшĕн мухтаса илет, малашне те яваплăха туйса тăрăшассине пĕлтерет.

П.В.Васильев 1889 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вырăс чĕлхи вĕрентнипе пĕрлех Виç-Пỹрт Шăмăршăра (халĕ Шăмăршă районĕ) священникре ĕçлеме пуçлать. 1894 çулта Паттири земство училищине куçарма прошени çырать. Унăн ыйтăвне тивĕçтереççĕ. Ахăртнех, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕрле учительте тăнă Д.Ф.Филимоновпа юнашар пулас тени те çапла тума хистенĕ пулĕ. Петр Васильевич чиркỹре тăрăшнипе пĕрлех прихут училищисенче вĕрентет, учительсен пĕлĕвне ỹстермелли курссенче ырми-канми тăрăшать.

(Вĕçĕ пулать).

В. ЦЫФАРКИН.



03 июня 2006
00:00
Поделиться