Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление главы Урмарского района с районным праздником песни, труда и спорта "Акатуй - 2006"

Хисеплĕ те хаклă ентешсем, ял ĕçченĕсем, район çыннисем, кỹршĕсем, аякран килнĕ хăнасем!

Сире пурне те çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ ятпа ирттерекен уявпа - Акатуйпа чунтан-чĕререн ăшшăн саламлатăп.
         Кăçалхи çул та вăл халичченхи пекех, пĕрре те çăмăл мар килчĕ. Апла пулин те йывăрлăхсене çĕнтерсе çур аки ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕшĕн, тỹсĕмлĕ пулнăшăн, кăткăс вăхăтран тухма вăй, чăтăм çитернĕшĕн пурне те тав тăватăп.
          Çĕртен мĕн чухлĕ нумайрах тухăç илес тетĕн, ăна çавăн чухлĕ ытларах пăхма тăрăшмалла. Ку ĕç вара мĕн ĕлĕкрен пĕрре те çăмăл пулман. Хресчен ырми-канми ĕçĕпе хăйĕн мухтавне ỹстерсех пынă, пырать те.
        Хаклă ентешсем, хăнасем! Мĕн пур вăя пĕрлештерсе, пурнăç çулĕпе пĕрле утар, малашлăхшăн тăрăшар. Пурнăç йывăрлăхĕсем яланах пулнă. Халĕ те тупăнсах пыраççĕ. "Кулянса ларнипе кулачă çиме çук",-теççĕ ватăсем. Çапла вара йывăрлăхсене çĕнтерме мĕн пур вăя пĕрлештермелле.
          Сире малалла та туслă пурăнма, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçусем сунатăп. Ĕç çыннисен чаплă уявĕнче хамăр ĕçлеме кăна мар, ăста, тивĕçлипе канма, юрă-ташăра та, спорт ăмăртăвĕсенче те пултаруллă пулнине кăтартар. Çакă пире пурнăçра хавхалантартăр, вăй хуштăр.

Вăрмар район пуçлăхĕ                                   В.Н. Кириллов



03 июня 2006
00:00
Поделиться