Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçе вĕçлесен савăнма та аван

Ĕçе вĕçлесен савăнма та аван
 
Халĕ çеç уйра кĕрлетчĕç
          Хурçă утсем
          Çур аки ĕнтĕ вĕçленчĕ
          Канлĕ уй-хирсем.
 
                   (Т. НИМАКОВА сăввинчен).

ВĂТАКАС. Çур аки вĕçленнĕ май хресчен яланах кĕреке пуçтарнă. Тар кăларса ĕçленĕ хыççăн пĕтĕм халăх пуçтарăнса пĕрле савăнчĕ. Вĕсене саламлама район пуçлăхĕн заместителĕ Ю.Соколов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чăвашметалл" уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ, районăн хисеплĕ гражданинĕ Л.Григорьев, "Чăвашавтодор" представителĕ А.Перфилов, Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов килнĕ.

Ĕçченсене çур акине ăнăçлă вĕçленĕ ятпа хуçалăх пуçлăхĕ В.Васильев тав сăмахĕсем тухса каларĕ. Ĕçре палăрнăшăн Ю.Александрова, А.Гаврилова, Ю.Иванова, Р.Макаровăна, Ю.Георгиева, Г.Иванова "Чăвашавтодор" предприятийĕпе район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе, парнесемпе хавхалантарчĕç. Çавăн пекех В.Георгиев, Н.Константинов, Ю.Александров, Э.Иванова, О.Леонтьев, О.Зарева, Н.Ильяткова, Г.Еремеева, М.Александрова, Л.Александрова "Вознесенское" хуçалăх администрацийĕнчен укçан преми илме тивĕçрĕç. Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов уяв ячĕпе саламласа Вăтакасри чи ватă çынсене - Г.Зарева тата К.Федоровăна асăнмалăх парнесем пачĕ. Ялти чи паллă вулавçăна - Т.Нимаковăна, ялти предпринимателе В.Константинова, А.Ильин купăсçăна сувенирсем парнелерĕç. Т.Нимакова çур акине хутшăнакансене халалласа çырнă сăввине вуларĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов вара ялта çамрăксем сахаллине палăртрĕ. Пуррисене çурт лартса, çемье çавăрса, ача-пăчаллă пулма ырлăх-сывлăх сунчĕ. Пирĕн районăн хисеплĕ çынни Л.Григорьев ял халăхне уяв ячĕпе саламлама ятарласа районти "Салам" ушкăнпа килнĕ. Сăмах май каласан Леонид Максимович Вăтакас клубне музыка центрĕ, спорт инвентарĕсем парнеленĕ. Тăтăшах вăл ял халăхĕпе тĕл пулса калаçать. Уяв кунĕнче те вăл вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусем çине хуравлама вăхăт тупрĕ.

Уяв малалла тăсăлчĕ, ялти çамрăксемпе культура ĕçченĕсем концерт лартса пачĕç.

ÇИТМĔШ. Кунта кăçал районта пуçласа пĕрремĕш ял уявне паллă турĕç. Ку уяв çур аки вĕçленнĕ май тата ĕлĕкхи йăлапа, Чиркỹ праçникĕпе те çыхăннă. Клуб умне ял халăхĕ пĕлтĕрхинчен чылай ытларах пухăннă. Капăр тумланнă, пурин пичĕ çинче те савăнăç кулли палăрать. Ача-пăча сасси те илем кỹрет уява. Суту-илỹ, шашлык та пур. Хăшĕсем тĕхĕмлĕ шашлыкне тутанса пăхма та ĕлкĕрнĕ. Çапла пулмасăр, шашлыксăр епле пултăр-ха праçник!

Ялти çамрăксем тăрăшнипе Шупашкарти юрăçсен икĕ ушкăнĕ килсе çитнĕ. Вĕсем халăха хăйсен юрри ташшисемпе савăнтарчĕç. Ỹркенменнисем, юрра-ташша юратакансем вĕсемпе пĕрле ташларĕç, ыттисем алă çупса хавхалантарчĕç. Ял халăхне саламлама Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ Л.Григорьев, район администрацийĕн хула тата ял тăрăхĕсемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ, Кĕлкеш ял тăрăхĕн кураторĕ В.Нарсов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Ю.Данилов, Кĕлкеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Данилов çитнĕ. Кĕлкеш ял тăрăхĕн депутачĕ, Çитмĕш ял çынни О.Кузьмин уяв пуçланни çинчен пĕлтерсе ялти управляющине, çак уява тепĕр хут пуçарса яма тăрăшнă Б.Воронова сăмах парать. Çур акинче палăрнă, ĕçлеме ỹркенменнисене парнесем пачĕç. Ялти чи ватă хисеплĕ çын Г.Сидоров та парнесĕр юлмарĕ. Вăл çак уява пуçаракана Б.Воронова тата ăна пулăшса пыракансене тав турĕ. Район представителĕ В.Нарсов ял халăхне саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕ. Районта пĕчĕк ял уявĕсем ирттерме тăрăшнăшăн тата ытти ĕçсемшĕн район пуçлăхĕ В.Кириллов ячĕпе Б.Воронова Хисеп грамоти пачĕ.

Л.Григорьев Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă май, пирĕн район аталанăвĕшĕн нумай тăрăшать. "Ĕçлеме ỹркенменнисене кăна пулăшас килет", - тет вăл ял халăхĕпе ăшшăн калаçнă май. Халĕ те çырма-çатрасенчи, урамсенчи тимĕр-тăмăра пухса "Чăвашметалл" уçă акционерлă обществăна пырса парсан ялти масар йĕри-тавра тытмалăх карта илме май пурри пирки шантарчĕ. Килнĕ хăнасем пурте ял халăхне саламларĕç. Кăмăла çĕклентерме, савăнма нумаях та кирлĕ мар. Вăхăт-вăхăтăн шарлаттарса çăвакан çумăрĕ те ял халăхăн кăмăлне пăсаймарĕ. Юрă-ташă малаллах тăсăлчĕ. Пур кăмăлтан савăнчĕ ял халăхĕ. Маншăн та вăл чи çывăххи те, чи лайăххи пулчĕ.

А. НИКОЛАЕВА.



07 июня 2006
00:00
Поделиться