Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăха - социаллă хỹтлĕх

Халăха - социаллă хỹтлĕх

Хальхи вăхăтра пирĕн районта тивĕçлĕ канăва тухнă ватăсем, инвалидсем 8000 яхăн пурăнаççĕ. Вĕсен шутĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем - 124, тыл ĕçченĕсем - 1025, ĕç ветеранĕсем - 3835, тăлăха юлнă салтак арăмĕсем - 45. Пур категорири инвалидсем пурĕ 2087 çын, вĕсен шутĕнче инвалид-ачасем - 107. Ачасемшĕн пособи илекенсем пурĕ 2146 çемье, çулталăк çурăна çитменнисемшĕн илекенсем 176 çемье.

Унсăр пуçне нумай ачаллă, тулли мар çемьесене, инвалид ача пур çемьесене пулăшу парасси те районти социаллă хỹтлĕх пайĕн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Пирĕн районта нумай ачаллă çемье - 310, тулли мар, ашшĕ е амăшĕ çук çемье - 560, инвалид ача пур çемье - 107. Вĕсене май пур таран пурне те пулăшу кỹме тăрăшатпăр. Ватă çынсене, инвалидсене, ĕçлемен, пĕччен пурăнакан, ватлăхра е чирлине пула хăйсене пăхайман граждансене те тимлĕх уйăратпăр. Вĕсене киле пырса пулăшу кỹретпĕр. Акă, сăмахран, 167 ватă çынна 157 социаллă ĕçчен килĕсенче пăхса тăрать, тĕрлĕ енлĕ пулăшу кỹрет. Районти социаллă пулăшу центрĕн структуринче ветерансен 2 çурчĕ ĕçлет. Çакăнтах хушма хуçалăх та пур. Кунта вăй хуракан социаллă ĕçченсемпе ватăсем çĕр улми, тĕрлĕ пахча çимĕç лартса ỹстереççĕ тата выльăх-чĕрлĕх те тытаççĕ.

Ветерансен çурчĕ - 42 вырăнлăх. Кунта ытларах ватăсем, йывăр лару-тăрăва лекнисем, хăйсем тĕллĕн пурăнайманнисем килеççĕ. Вĕсен кашнин хăйĕн кун-çулĕ. Кама ачисем пăрахса кайнă, пăхмаççĕ, теприсен пĕр тăван та юлман тата ытти те. Вĕсене пурне те пулăшу кирлĕ. Социаллă хỹтлĕх ĕçченĕсем вара ватăсене пур енлĕн пăхса тăраççĕ. Ватăсем те пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшаççĕ. Акă, сăмахран, В.Васильева ватăна илер-ха. Вăл мăшăрĕ вилсен пĕчченех тăрса юлнă. 2000 çулта Ветерансен çуртне пурăнма килнĕ. Ватă пулсан та алă усса лармасть вăл. Май пур таран социаллă ĕçченсене пулăшма тăрăшать. Кунта пурăнакан ытти ватăсем те вăй çитнĕ таран ĕçлеççĕ.

Пĕр сăмахпа каласан туслă та шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ вĕсем.

Районти социаллă реабилитаци центрĕ çул çитмен ачасене социаллă хỹтлĕх, психологи тĕлĕшĕнчен тĕрĕс воспитани, пĕлỹ парас тĕлĕшпе тăрăшать. Каникул вăхăтĕнче кунта ачасен сывлăхĕсене çирĕплетес тĕлĕшпе лагерь ĕçлет. 2005 çулта кунта 120 ача каннă. Унсăр пуçне нумай ачаллă, тулли мар, укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен йывăр, тăлăх ачасене пăхакан çемьесенчен 82 ача сывлăхĕсене çирĕплетнĕ. Кăçалхи июнь уйăхĕнче кунта 10 ача канать. Социаллă хỹтлĕх пайĕн специалисчĕсем йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесене те пăхса тăраççĕ.

Пĕтĕмĕшле каласан, социаллă хỹтлĕх ĕçченĕсен ĕçĕ йывăр та, çав вăхăтрах пархатарлă.

"Ватта сума сăвакан, хăй те ырă курать" тенĕ ватăсем. Эппин, халăхшăн тăрăшакансене, вĕсене ырă тăвакансене, пулăшу паракансене çак çăмăл мар ĕçре ăнăçу, çирĕп сывлăх сунар.

В. ИВАНОВ,
районти социаллă хỹтлĕх
пайĕн начальникĕ.



07 июня 2006
00:00
Поделиться